Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартакан декларацисене йышӑнасси малалла пырать. Чӑваш парламентне суйланнӑ депутатсем те мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер, «халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов, чи сахал ӗҫлесе илекенни — Вячеслав Соловьев.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, «ТУС» строииельство организацийӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов иртнӗ ҫул 16,9 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 3 пӳрт, 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 4 гараж, пурӑнмалли мар 46 ҫурт, 53 машина вырӑнӗ. Депутатӑн хваттерӗсенчен пӗри, 128,92 тӑваткал метр калӑпӑшли, — Испанире. Николай Угаслов мӑшӑрӗ пысӑк укҫа ҫинче ӗҫлемест: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 135 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Agabazar // 2316.68.6542
2018.04.25 11:06 | |
Углов текеннине Чăваш Енти чи пуян çын тесе шутламалла-тăр. Депутатсем хушшинче çеç мар пуль. | |
владимир // 3957.56.0551
2018.04.27 00:32 | |
Угаслова вăрçма- та юрамасть мар-и-ха? Мĕнле пурăнмалла-ши малалла та çаплах пулса пырсан? Алă çупмалли кăна юлчĕ вет ĕнтĕ! Акапасар мĕн калĕ-ши тата? Пуçтексемшĕн хăтăрса тăкаканскер... | |
