Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ.
Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ.
«2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ.
Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ.
Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ.
Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн электронлӑ вулавӑшӗ те хайлавсемпе пуянланса пырать. Вӗсен сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть унта 500-мӗш хайлав кун ҫути курнӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкул директорӗ пулнӑ Н.П.Петров ҫырнӑ «Марионеткӑсем» сӑвӑ. Сайт хыпарланӑ тӑрӑх Николай Петровӑн сӑввисен шучӗ те вулавӑшра 78-а ҫитнӗ. Ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илес пулсан унта Николай Карайӑн чи нумаййи иккен — вулавӑшра унӑн 96 хайлавне тупма пулать. Сӑвӑ-калав йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн Гурий Дубов йышӑнать, электронлӑ вулавӑшра унӑн 69 сӑвви вырнаҫнӑ.
Паллах, Нестор Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе кӗрекен ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫӑн хайлавӗсемпе те паллашма пулать. Вулама юратакансем кунта Леонид Антоновӑн, Юрий Сементерӗн, Георгий Туслин, Лука Семеновӑн, Николай Ершов-Янгерӑн, Валентина Рудниковӑн, Галина Макаровӑн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункайӑн, Галина Ҫуткӳлӗн пултарулӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» гарелейинче «Халӑха юратса» курав ӗҫлет — Тимӗр Акташ журналист хыпарланӑ тӑрӑх ӑна Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ.
Ӳнерҫӗсем курав лаптӑкӗ пӗчӗк пулнипе пӑшӑрханчӗс пулин те унта чылай кӑсӑклӑ ӗҫ вырнаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене Праски Витти, Николай Енилин, Петӗр Пупин (ҫак кунсенче юбилей паллӑ турӗ), Владимир Агеев, Юрий Матросов, Владислав Зотиков, Валентин Фёдоров, Владимир Шведов, Людмила Балтаева, Арина Перцева, Валентина Илем тата ыттисем тӑратнӑ.
Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ку курава Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерствинчен Сергей Казаков ҫеҫ килнӗ, анчах сӑмах тухса каламан. Ӳнерҫӗсене салам сӑмахӗпе наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Михайловна Старикова саламланӑ.
Пӗлме: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхне кӗрекен ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнӗ чӑвашлӑх теми ҫине таянса ӗҫлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ вӗсен ӗҫне ырламан пулин те ҫӗнӗ ӳнер пӗрлӗхӗ хӑйӗн ятне паянхи куна таран илсе ҫитернӗ. Такӑнтаракансем чылай пулнӑ пулин те Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать: тӑтӑш куравсем ирттерет, ҫав шутра чикӗ леш енче те.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ нумай пулмасть грампалстинкӑсен пуххипе пуянланнӑ. Ҫак парнене «Музыкальные мультимедиа библиотеке» (чӑв. «Кӗвӗ-ҫемӗллӗ мультимедие вулавӑша») акци вӑхӑтӗнче Михаил Кондратьев кӗвӗ тӗпчевҫи илсе килсе панӑ иккен.
Фонограммӑсен пуххи пурӗ 3 пайран тӑрать: чӑваш кӗвӗҫӗсен хайлавӗсем, чӑваш фольклорӗ, чӑвашсен юрлас ӳнерӗ.
Кӗвӗ хывакансен пуххине «Чебоксарские вечера», «Песней порадуем друзей», «Край родной», «Герман Лебедев: хоровые произведения», «Чебоксарский сувенир», «Уҫланкӑри палан: Филипп Лукин юррисем», «Хоры чувашских композиторов» пластинкӑсем кӗнӗ, вӗсенче Федор Павлов, Степан Максимов, Анисим Асламас, Владимир Иванишин, Герман Лебедев, Григорий Хирпӳ, Филипп Лукин, Виктор Ходяшев, Аверий Токарев, Александр Васильев, Федор Васильев, Тимофей Фандеев кӗвӗленӗ юрӑсене тупма пулать.
Чӑвашсен юрлас ӳнерӗн пайне вара «Поет хор чувашского телевидения и радио» (дирижерӗ Петр Федоров), Чувашский государственный ансамбль песни и танца (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев), «Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ӑсталӑхӗ» (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев, хормейстер Герман Егоров), «Хор чувашского телевидения и радио (дирижерӗ П.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра кӗнеке вулама юратакансем валли Чӑрӑш йӗркеленӗ.
Унччен культура учрежденийӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех ятарлӑ конкурс ирттернӗ. «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан» ят панӑскере вулавӑша 15 хутран кая мар пынӑ, 50 кӗнекерен сахал мар кӗнеке шӗкӗлченисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен вулавӑшри тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнмалла пулнӑ. Конкурса ҫапла вара 1–8-мӗш классенче вӗренекен 54 вулакан хутшӑннӑ. Хайхисен хушшинче 200 кӗнеке ытла вуланисем те пулнӑ. «Чи нумай вулакан» ятне Етӗрнери 3-мӗш вӑтам шкулти 3-мӗш «в» класра вӗренекен Екатерина Васильева ҫӗнсе илнӗ.
Кӗнеке тусӗсене Хӗл Мучипе Юрпике тата вулавӑш ертӳҫи Ирина Токарева саламланӑ, Хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Вӗсене Олимп парӑннӑ!» квест-вӑйӑ ирттересси пирки пӗлтерет. Квест тенине акӑлчанран куҫарсан шырав тенине пӗлтерет. Вулавӑшра ӗҫлекенсем ача-пӑчана ҫамрӑк ӑрӑва Олимп спортсменӗсемпе тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарас тӗллев лартнӑ иккен.
Вӑййа хутшӑнма 138 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем. Квест-вӑййа ирттерме 28 вулавӑш пулӑшма кӑмӑл тунӑ. Ыйтусене www.chuvrdub.ru адреспа тупма пулать.
Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ ӗнер, чӳкӗн 30-мӗшӗнче, чӑваш наци вулавӑшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерчӗ. Залра «Краеведение Чувашии: история и культура» кӗнекесен куравӗ те йӗркеленӗччӗ. Унта 2013-мӗш ҫулта таврапӗлӳлӗх темипе кун ҫути курнӑ кӗнекесемпе паллашма май пурччӗ. Отчет пухӑвӗ тӗлне «Умы народа» журналӑн иккӗмӗш номерӗ те кун ҫути курнӑ.
Кун йӗркинче 8 ыйту пулнӑ: академии пайташӗсен ретне ҫӗнӗ ҫынсене илесси, ЧХӐХӲА президенчӗн отчечӗ, ревизи комиссин отчечӗ, асӑннӑ отчетсем тӑрӑх калаҫасси, ҫӗнӗ президент суйлавӗ, ревизи комиссин председательне суйласси, президиум пайташӗсене суйласси, тата ревизии комиссин пайташӗсене суйласси. Пуху пуҫламӑшӗнче академи членӗсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене ура ҫине тӑрса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫынсене илес умӗн кашни кандидат хӑйӗнпе паллаштарчӗ: чӑвашлӑхшӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан В.Антонов, С.Петровский, Н.Семенов, П. Сидоров, А. Ефимов, В.Макаров, С. Федотов, Р. Петрова, М. Кузьмина тата ыттисем чӑннипех те академик ретне кӗме тивӗҫлӗ терӗҫ. И.Дубанов вӗсене удостоверени парса чысларӗ. Хисеплӗ академик Виталий Станьял пултаруллсене Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят парса чысларӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул тултарнине халалласа анлӑ пуху иртрӗ. Фойере тата залра «Творящие прекрасное» чӑваш ҫыравҫисен кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа виҫӗ автор Юхма Мишши «Алтӑр Ҫӑлтӑр», Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кунта 16 авторӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ калавсемпе сӑвӑсем, очерксем, эссесемпе интервьюсем кӗнӗ. Пухура Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши чӑваш ҫыравҫисен канашӗн 90 ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.
Пухӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӑнасем Тутарстанран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мари элрен, Ҫӗпӗрте, Чулхулара тата ытти ҫӗрти пурӑнакан ентешсем те хутшӑнчӗҫ, ҫӑмах каларӗҫ. Н. Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ансамбль, Антонинӑпа Петр Красновсем, Т. Сергеева, В. Никонорова пухӑва юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗҫ. Юхма Мишши чылай ҫыравҫа ӗҫӗсене кура тӗрлӗ наградӑсем пачӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен Канашӗн Хисеп хутне, мӗнпур чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята, Яковлев преми лауреачӗ ятне тата ытти хисеплӗ ятсене.
Ҫак кунсенче республикӑра тӗрлӗ уяв каҫӗ ҫине-ҫинех иртнине пирӗн вулакансем те асӑрхарӗҫ-тӗр. Паян Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенне Николай Ашмарина халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие Наци вулавӑшӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен чӗлхе пӗлӗвӗн тата словарсьен пайӗсем пӗрле пулса йӗркеленӗ. Уяв каҫне Ашмарин ҫак тӗнчерен кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, паллӑ ученӑй Етӗрне хулинче 1870 ҫулти юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ, 63 ҫулта вилнӗ.
Хӑйӗн вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче Ашмарин тюрколог тата чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи, профессор тӗлӗнмелле нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ: чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗнне тата ытти йӑли-йӗркине, чӑваш чӗлхин диалекчӗсене тата вырӑнти калаҫӑвӗсене тӗпченӗ. Ӑна тӗнчипе чапа кӑларнӑ ӗҫӗ вара — 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |