Чӑваш Енре туса илекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн тӑрӑхри виҫӗ предприяти хӑйӗн продукцине ют ҫӗршывсене ӑсатма ветеринарипе санитари енчен тӗрӗслеме ыйтнӑ. Вӗсенчен пӗри сӗт-ҫу таварне туса илет, тепри выльӑх-чӗрлӗх апатне хушма апатпа пуянлатакан продукци туса кӑларать, виҫҫӗмӗшӗ — органика удобренийӗ.
Россельознадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫав продукцие Узбекистана, Таджикистана, Азербайджана, Абхазие, Тайван (Китай) тата Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсене ӑсатма юрӑхлине палӑртнӑ.
Марина Карягина тележурналист, режиссёр, сценарист, сӑвӑҫ тата драматург Азербайджанра пулнӑ.
Унта вӑл «Патшалӑх Ертӳлӗхӗ ҫумӗнчи культура комитечӗ йыхравланипе» кайса килнӗ, «Бакура иртнӗ ҫӳллӗ шайри уявсене» хутшӑннӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк юбилей каҫӗсенче тухса калаҫнисӗр пуҫне хурӑнташлӑ халӑх ҫыравҫисемпе пӗр-пӗрин литературипе паллашнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, кӗнеке презентацийӗсем ирттернӗ, Гейдар Алиев паркӗнче йывӑҫ лартнӑ.
«Каҫпи (Хасар) тинӗсӗ хӗрринчи эрнелӗх ӗҫлӗ ҫулҫӳрев тулли те пуян, усӑллӑ иртрӗ», — пӗтӗмлетнӗ нумай енлӗ ӑста.
Чӑваш Енре туса илекен продукцие Азербайджана ӑсатӗҫ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри предприятисем бизнес тӗллевпе Азербайджанра пулнӑ. Виҫӗ кунта стройиндустрин тӗрлӗ компанийӗнче чылай тӗлпулу ирттернӗ.
Сӑмахран, азербайджансене «Берсеркер» компани алӑкӗсем килӗшнӗ. Пахалӑх тӗлӗшӗнчен те, хакӗпе те. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енри заводӑн хӑйӗн продукцине курттӑммӑн тата ваккӑн сутакан лавккасемпе дистрибьюторсем урлӑ та, строительство компанийӗсене те сутас шанчӑк пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Спектр» ӑслӑлӑхпа прозводство предприятийӗ туса кӑларакан сӑрӑ та Азербайджанри строительсене килӗшнӗ.
«Гервент Рус» компани ҫӗнӗ йышши вентиляци оборудованийӗ туса кӑларать. Вӗсене те азербайджансем ырланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Турцири Стамбул хулинче Пӗтӗм тӗнчери журналсен 11-мӗш куравӗ уҫӑлнӑ.
Унта пурӗ 34 ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — Раҫҫей, Македони, Болгари, Ирак, Иран, Дубай, Косово, Венгри, Палестина, Египет, Казахстан, Узбекистан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Молдова, Туркменистан...
Турцинчи курав хутшӑнакан Елена Атаманова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейрен виҫӗ республика хутшӑннӑ: Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан. Елена Атаманова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем» куравра «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсене пахаланӑ, алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
«Турцин культурӑпа туризм министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ахмед Демирджан хӗрӗпе Невапа килчӗ. Нева "Теттепе" кӑсӑкланчӗ, пӗрле вӗренекен тусӗсене шкулта чӑваш журналӗпе паллаштарасси пирки каларӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романӗ тӑрӑх драмӑлла фантазине сцена ҫине Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Азербайджанри культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Борис Манджиев лартнӑ.
«Эпир Юхма Мишшин стильне тата концепцине упраса хӑвартӑмӑр. Спектакле лартас ӗҫре хусканусем, ҫипуҫ, музыка, сценографи тата режиссура енӗпе чылай специалиста явӑҫтартӑмӑр», — тенӗ Борис Манджиев.
2021 ҫулта Чӑваш Енрен Америкӑн 9418,14 пин долларӗллӗх шӑккӑлат ӑсатнӑ. 2020 ҫулхинчен ку вӑл 21 процент нумайрах.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑри ҫав пылак ҫимӗҫе Абхазие, Азербайджана, Армение, Беларуҫа, Германие, Грузие, Германие, Израиле, Йемене, Казахстана, Канадӑна, Китая, Молдавине, Сербине, АПШна, Туркменистана, Узбекистана, Украинӑна, Японие сутнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Фролов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен экспорта ӑсатассипе Китай, Беларуҫ ҫӗршывӗсемпе, Хӗвелтухӑҫ Азинчи тата Ҫывӑх Тухӑҫри ҫӗршывсемпе ӗҫлес шанчӑк пысӑк.
Пирӗн республикӑра туса кӑларакан шӑккӑлата пӗлтӗр Китая тата Сауд Аравине нумай ӑсатнӑ.
Франци ҫыннисем Чӑваш Енре шӑл юсаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникине Францинче пурӑнакан мӑшӑр – Дафёр тата Елена Шаед – шӑл юсама пынӑ. Ҫавӑн пирки хулари «Грани» хаҫат хыпарланӑ.
Дафёр пародонтологи пӳлӗмне, Светлана Пиюнкина стоматолог-терапевт патне, шӑла профессилле майпа тасаттарма ҫӳренӗ, унтан халӗ Светлана Галкина патӗнче сипленет.
«Сервиспа, ӗҫ пахалӑхӗпе питӗ кӑмаллӑ. Вӑхӑт та нумай иртмерӗ», – хавхаланса калаҫнӑ Дафёр Шаед.
Елена пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки тухтӑрсенчен хӑрать, пульницӑна кайма ӳкӗте кӗртме йывӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче 2021 ҫулта 20 ытла ют ҫӗршыв ҫынни сипленнӗ. Ҫав шутра Азербайджанри, Арменири, Египтри, Иорданири, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Сиринчи, Таджикистанри, Тунисри, Украинӑри ҫынсем пулнӑ.
Ҫак кунсенче Молдавинче Чӑваш киновӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. «Асам ахрӑмӗ» фестиваль ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» (чӑв. Чӑваш чӗлхине упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Чӑвашкинора» пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци фильмӗсене Раҫҫей тулашӗнче 1927 ҫултанпа та кӑтартман.
Фестивале Гагаузи автономийӗнче уҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Копчак ялӗнче ҫак кунсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта Раҫҫейри, Болгарири, Румынири, Голландинчи, Боснипе Герцеговинӑри, Ҫурҫӗр Македонири, Германири, Финляндинчи, Афганистанри, Иракри, Сиринчи, Кипрти, Казахстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри тата Турцинчи ҫамрӑксем пухӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывран самолетсем Азербайджана тата Армение вӗҫме пуҫлӗҫ.
Раҫҫей Правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Азербайджанри Баку хулине эрнере икӗ рейс пулӗ, Арменрири Еревана — эрнере тӑватӑ рейс.
Авиарейссене уҫма кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен ҫӗршыври оперштаб ларӑвӗнче ирӗк пама йышӑннӑ.
Ӗнертенпе самолетсем Греципе Сингапура вӗҫеҫҫӗ, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчен — Индие, Финляндие, Вьетнама тата Катара.
Чикӗ леш енне агропромышленность продукцине ӑсатассипе иртнӗ эрнере пирӗн республика ҫӗршывра та палӑрнӑ. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗн тата ҫу культурисен экспорт калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ; чӑх ашӗпе – 11-мӗш; шӑккӑлатпа – 13-мӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисем 17,4 АПШ долларӗллӗх продукци ӑсатнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 26 процент нумайрах. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗсен калӑпӑшӗ 48 процент ӳснӗ. Асӑннӑ продукци Чӑваш Енрен Китая, Грузие, Казахстана, Украинӑна, Японие, Азербайджана тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсанать. Сӗт-ҫу тата аш-пӑш продукцине, тӗпрен илсен, Китай туянать. Ҫу культурисем Германие, Бельгие, Польшӑна, Румыние каяҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |