Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ачалӑха сыхлакан уйрӑмӑн «хӗрӳ лини» телефонӗ ҫине 19 шӑнкӑрав килнӗ. Кусем 25 ачана пырса тивнӗ.
Сисчӗвленнӗ ҫынсем ҫак телефонпа шӑнкӑравласа аслисем ачисене тивӗҫлипе воспитани паманни, хӑйсене хаяррӑн тытни пирки каласа панӑ. Паллах, ведомство айккинче юлман, вырӑна ҫитсе тӗрӗслене.
Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 ҫемьене шута илнӗ. 5 ачана медицина учрежденине сипленме янӑ. 1 шӑпӑрлана опекӑна илнӗ, 2 ачана социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫемьене сыхласа хӑварас тӗллевпе ӗҫченсем 22 ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, 19 шӑнкӑравран 9-шӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен пулнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем (2), управляющи компанийӗсем (2), медицина учрежденийӗсем (3) ачасем йывӑрлӑхра пулнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.