Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн республикӑра та суйлав иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ун чухне эпир республика пуҫлӑхне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйлӑпӑр.
Суйлава хатӗрленнӗ май йӗркене пӑсакансем те тупӑнаҫҫӗ. Шупашкар район прокуратури ҫавӑн пек тӗслӗхе асӑрхани пирки пӗлтерет. Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суйлав прави ҫинчен калакан федераци саккунне пӑсни пирки прокуратурӑна систерекен тупӑннӑ. Ку фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти ял тӑрӑхне депутата суйланас шухӑшлӑ кандидатсенчен пӗриншӗн алӑ пустарса ҫӳрени ҫиеле тухнӑ. Хастар пуҫлӑх пирки прокуратура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ.