Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Курӑка таптанӑшӑн персе вӗлернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 23.06.2015 10:33 | 1778 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта 56 ҫулти арҫын 47-ри кӳршине персе вӗлернӗ.

Лешӗ, хур кураканни, темех туман ӗнтӗ. Нимле пысӑк сӑтар та кӳмен вӑл кӳршине. Тракторпа унӑн пайӗнчи курӑка ҫеҫ кӑштах таптанӑ-мӗн.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем ял хӗрринче тӗл пулнӑ. Унта иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ. 56 ҫултискер теприне 16 калибрлӑ пӑшалтан ҫурӑмӗнчен тата пуҫӗнчен пенӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑй вара хура ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ та кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Йӗрке хуралҫисем ыйтса тӗпченӗ чухне вӑл вӗлернӗ арҫын унӑн курӑкӗ ҫине тракторпа кӗрсе кайнине, ҫавӑнпа вӗсем хирӗҫнине пӗлтернӗ. Хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑшала туртса илнӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Элӗк районӗ, #Тури Вылӑ, #тракторсем, #хӗҫ-пӑшал

 

Комментари:

Agabazar // 2949.74.4380
2015.06.23 13:36
Agabazar
курӑка таптани тени — юлашки тумлам пекки кӑна ӗнтӗ
Чӑннипе тахҫанах ҫиллленсе ҫӳренӗ пуль-ха
Ну, вӑт, ялта малашне тата икӗ арҫын чухлӗ сахалтарах пулать халӑх йышӗ
Agabazar // 2949.74.4380
2015.06.23 13:37
Agabazar
курӑка таптани тени — юлашки тумлам пекки кӑна ӗнтӗ
Чӑннипе тахҫанах ҫиллленсе ҫӳренӗ пуль-ха
Ну, вӑт, ялта малашне тата икӗ арҫын чухлӗ сахалтарах пулать халӑх йышӗ
Чекес // 1738.81.9847
2015.06.24 08:01
Чӗр чунсене ҫеҫ мар этеме те урнӑ чир ерет пуль ҫав...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем