Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Фантастика конкурсне уҫатпӑр!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.04.2010 12:39 | 2026 хут пӑхнӑ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кӑҫал та эпир литература конкурсне ирттеретпӗр! Вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятлӑ пулӗ.

Ӑмартӑва ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелетпӗр, вӗрентекен ҫулталӑкне халаллатпӑр.

Конкурса иртттерекенсем: Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ.

Хайлавсене фантастика е фэнтези стилӗпе ҫырмалла. Унта тӗп вырӑнта пулмасан та, лаша сӑнарӗ пулмалла.

Ӗҫсене 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Унччен вӑхӑт нумай тесе ан ларӑр — хайлавсене халех ярса пама пултаратӑр. Хайлав калӑпӑшӗ пысӑкрах пулсан — ун хаклавӗ те лайӑхрах пулӗ. Тӗплӗнрех ӑмарту йӗрке-шывне пӑхӑр.

 

Ан манӑр: эсир ярса панӑ хайлав тӳрех пирӗн электронлӑ вулавӑшра вырнаҫӗ — ӑна конкурс жюрийӗ кӑна мар, пурте вулама пултарӗҫ! Унсӑр пуҫне, май тупӑнсан, чи лайӑх хайлавсене кӗнекен те пичетлеме палӑртатпӑр.

Пирӗн конкурса кашни ҫул Чӑваш Енре, тата ун тулашӗнче пурӑнакан ҫӗр ытла ача хутшӑнать. Вӗрентекенсем те аякра тӑмаҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсене ярса параҫҫӗ.

Мала тухнӑ шкул ачисемпе верентекенсене хаклӑ парнесем лекӗҫ. Пур хутшӑнакана ӗнентерӳ хучӗпе тивӗҫтеретпӗр.

 

Конкурс положенийӗ

Конкурс валли хатӗрленӗ пӗчӗк пулӑшу словарӗ

#литература, #Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса..., #конкурссем, #вӗрентекен ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем