Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Паян Нина Яковлева артистка 75 ҫул тултарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 08.06.2015 10:50 | 2326 хут пӑхнӑ
Персона Нина Яковлева
Нина Яковлева

Паян, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Чӑваш АССР, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР тата РСФСР халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки Нина Яковлева 75 ҫул тултарать.

Нина Михайловна Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сцени ҫинче вылять.

Нина Яковлева чӑваш халӑхӗн наци сӗмне, психологине туйса рольсене вылять. Ӑна куракансем юратаҫҫӗ. Вӑл вун-вун сӑнара калӑпланӑ: Виола («Вун иккӗмӗш каҫ»), Надежда («Аркатакансем»), Лиза («Тӑван кил»), Екатерина Андреевна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ»), Праски инке («Праски инке хӗр парать»), Сетнер амӑшӗ («Нарспи») тата ыттисем те.

Унӑн пултарулӑхне Чӑваш Енре кӑна мар, ытти тӑрӑхра та килӗштереҫҫӗ. Мусквра, Питӗрте, Ярославльте, Хусанта, Ӗпхӳре, Самарта, Чӗмпӗрте тата ытти хулара куракансем ӑна ура ҫине тӑрса алӑ ҫупаҫҫӗ.

2010 ҫулта Нина Михайловнӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

#Чӑваш драма театрӗ, #Вӑрмар районӗ, #персона, #Пысӑк Енккасси, #культура

 

Комментари:

ял ачи // 4277.62.6492
2015.06.08 13:44
Нина Яковлева артистка 75 ҫул тултарни, чӑн та, "пӑтӑрмах" иккен. Хыпара хӑш рубрикӑна лартнине кӑшт пӑхкаламалла пуль ӗнтӗ :-)
Марине // 9163.4.2819
2015.06.08 13:49
Тӗлӗнмелле...Чӑваш АССР, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР тата РСФСР халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки Нина Яковлева 75 ҫул тултарать. Ку пӑтӑрмах -и вара? Пысӑк савӑнӑҫ-ҫке!
2015.06.08 19:09
Аçтахар Плотников
Тимсӗрлӗх ку. :) «Персона»-па «Пӑтӑрмах» юнашарах та, тӗл лекеймен пирӗн хыпарҫӑ. Хам та халь тин кӑна тӗрӗслеме лартӑм...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем