Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӑслӑлӑх кунӗ — 2010» — мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксен уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.04.2010 17:34 | 1829 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх конференцийӗнче
Ӑслӑлӑх конференцийӗнче

Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 44-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ҫулсеренех иртекен уява кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳренпе — 65 ҫул тата Чӑваш Автономи Республикине тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Йӑлана кӗнӗ мероприяти студентсемшӗн те, аспирантсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланать те наукӑпа кӑсӑкланасси, малаллахи пурнӑҫа унпа ҫыхӑнтарасси. Никам та тӳрех преподаватель-профессор пулса тӑмасть. Ку шухӑша факультет деканӗ В.Г. Родионов та палӑртрӗ. Кафедра пуҫлӑхӗсем пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.

23 секци ӗҫлерӗ, 300 ытла доклад. Вӗсен пахалӑхӗ ҫулсерен ӳссех, хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ туптансах пырать. 2-4 докладпа калаҫма ӗлкӗрекенсен йышӗ те чылай. Кашниех хӑй пултарулӑхӗпе ӑс ҫивӗчлӗхне кӑтартрӗ.

Хӑнасем те йышлӑн килнӗ кӑҫал: Мари, Тутар, Удмурт университечӗсен тата Шупашкарпа Канашри педагогика колледжӗсен студенчӗсем, Г. Лебедев ячӗллӗ лицейри тата Элӗк шкулӗнчи вӗренекенсем. Пурне те тарават кӗтсе илчӗ университет. Вӗсен доклачӗсемпе паллашма питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Хӑйсене мӗнле йышӑннипе тата конференципе кӑмӑллине пытармарӗҫ хӑнасем. Тутарсемпе удмуртсем чӗлхисене хуҫса та пулин, ҫапах чӑвашла сывлӑх сунчӗҫ. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗ ку кӗтменлӗхе аудитори. Парнесемпе, ыр сӑмахсемпе улшӑнчӗҫ факультет ӗҫченӗсемпе хӑнасем. Студентсемпе вӗренекенсене дипломсемпе чысларӗҫ.

Ҫапла вара, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче Наука кунӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Анчах наука ӗҫӗ кун ҫинче чарӑнса лармасть. Малалла — ҫӗнӗ тӗпчевсемпе шыравсем, опытсемпе тӗрӗслевсем. Тепӗр ҫул та конференци пулать-ҫке. Ҫунана вара — ҫулла, урапана — хӗллех хатӗрлеме хушнӑ.

 

Тӗплӗнрех

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #ӑслӑлӑх, #Элӗк, #Канаш, #Шупашкар, #университетсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем