Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Мефодий Чернова халалланӑ курав ӗҫлет.
Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Мефодий Фёдорович 1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче профессор леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫ биографине тӑван районӗнчи Ишекри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ пулса пуҫлать. Хыркассинчи шкулта директорта та тӑрӑшать. Кайран хӑй вӗреннӗ аслӑ шкулта преподавательте тӑрӑшма тытӑнать. Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнче вӑл фразеологизм вӗрентӗвне уйрӑм евӗр пуҫарса яраканӗ шутланать.
Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ӑсчаха асра тытать. Ҫавна май вӑл унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ.
Республикӑн Наци вулавӑшӗ вара ӑсчаха халалланӑ электрон курав йӗркеленӗ.
Agabazar // 1235.90.8616
2015.05.15 14:26 | |
Victor // 3181.21.1480
2015.05.15 18:59 | |
Agabazar, 'фразеологизм вӗрентӗвне уйрӑм евӗр пуҫарса яраканӗ' мӗнле "уйрӑм евӗрлӗх" кӗртнине пӗлетӗр тӗк, тӗплӗнрех пӗлтереетӗр-ши? Кӑсӑклантӑм. | |
Agabazar // 1714.36.3746
2015.05.16 01:10 | |
Хам профессионалла лингвист пулманран темӗн каласах тӗлӗнтереймӗп. Чӑваш чӗлхинчи фразеологизмсене Мефодий Черновччен, чӑнах та, никамах та ятарласа тишкермен пулас. Ашмарин та, Тимухха Хӗветӗрӗ те, В.Г.Егоров та, ыттисем те... Ҫапах та эпӗ тӗрлӗ сӑлтавпа ҫынсене пуҫарса яраканӗ тенисене питех ырламастӑп.... |
Шел, вӑл тата унпа пӗр шухӑшлисем лешне айккинелле катертме майсем тупайман. Ҫапла пулса тухнӑ пулсан ҫырулӑхри паянхи пӑтармахсем пулман пулӗччӗҫ. 75-мӗш параграфшӑн — тавтапуҫ.