Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Иван Андреев пурӑннӑ ҫурт ҫине паян асӑну хӑми ҫакӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2015 10:27 | 1880 хут пӑхнӑ
Хулара Андреев Иван Андреевич
Андреев Иван Андреевич

Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспекчӗн 31Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ) ҫурчӗ ҫине Паллӑ чӗлхеҫӗн Иван Андреевич Андреевӑн асӑну хӑмине ҫакма палӑртнӑ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре.

Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пирӗнтен 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ.

#Хитекушкӑнь, #Элӗк районӗ, #вӗренӳ институчӗ, #ЧПГӐИ, #Шупашкар, #асӑну хӑмисем

 

Комментари:

Акапасар // 3580.0.6404
2015.05.15 11:59

"Хутяк" мар. Хитекушкӑнь теҫҫӗ. Е, авалхисене аса илес пулсан, Хитекушкӑнь Мелӗш темелле. Иллие Тӑхтиех ҫырса хӑварнӑ. Вырӑсла — Ходяково.

Agabazar // 1235.90.8616
2015.05.15 13:36
Agabazar
Аллӑ ултӑ хӑма ҫапчӑр, анчах ҫырулӑха чӑлхантарса пыракан еткерлӗхрен хӑталас пулать.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.16 13:03
Статьяра -"Шупашкарти Мускав проспекчӗн 32Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ)ҫурчӗ"-тесе ҫырнӑ Хисеплӗ Аҫтахар. ҪеҪпӗл енче 31"Б" нумерлӗ ҫурт, ахӑртнех.
Акапасар текенӗ мӗншӗн ҫав териех кутӑнлашат, "Аллӑ ултӑ хӑма ҫапчӑр" -тет. Е Акапасарпа Agabazar расна ҫынсем?
2015.05.16 13:29
Аçтахар Плотников
31Б. Опечатка кайнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем