Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.04.2010 15:25 | 1914 хут пӑхнӑ
Мускавра
Мускавра

Чӑваш патшалӑх университечӗн В.Г. Родионов профессор ертсе пыракан чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри «Альма матерта» пулса иртекен мероприятисенче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене шӗкӗлчес ӗҫре те хастар. Ку кафедра ӗҫченӗсем Ижевск, Саранск, Йошкар-Ола, Хусан, Ӗпхӳ, Мускав хулисенчи тӗрлӗ вузсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, пӗр-пӗрин патне ӑслӑлӑх конференцийӗсене тӑтӑш кайсах ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче Ӗпхӳ хулинче Пӗтӗм тӗнчери пушкӑртсен III курултайне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал-Алтай: ӗмӗрсем урлӑ — пуласлӑха» ятлӑ IV наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Г.А. Ермакова профессор «Г.Н. Айги как выразитель духовных ценностей чувашского этноса», И.Ю. Кириллова доцент «Проблемы историзма в чувашской драматургии» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Конференцире Урал-Алтай тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен историне, чӗлхине, сӑмахлӑхне, йӑли-йӗркине тӗпчекен докладсем ытларах пулчӗҫ.

Ҫавӑн пекех акан 2-мӗшӗнче Мускаври педагогика патшалӑх университетӗнче (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри IV наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне кафедра ӗҫченӗсем йышлӑн хутшӑнчӗҫ: куҫӑн мар майпа — А.Р. Афанасьева «Система аксиологических координат чувашских писателей конца ХХ в.», О.В. Владимирова «К вопросу об особенностях нетрадиционной строфики в поэзии народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова «Реминисценция традиций японского хокку в чувашской поэзии», Г.Г. Ильина «Традиционное представление чувашей о фольклорном персонаже Инкек», И.Ю. Кириллова «Некоторые аспекты сравнительно-сопоставительного изучения литератур народов Поволжья»; куҫӑн мелпе — В.Г. Родионов «М.Сеспель и некоторые аспекты самоидентификации чувашского этноса в поликультурном пространстве Евразии в ХIII — ХХ вв.», Е.П. Чекушкина «Общетюркские культовые образы и чувашская словесность» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫӗнче пирӗн халӑхӑн йӑхташӗсем те, Турккӑ ҫӗрӗнчен килнӗ хӑнасем, активлӑ пулчӗҫ. Вӗсене чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе йӑли-йӗрки уйрӑмах кӑсӑклантарни В.Г. Родионов профессорпа Е.П. Чекушкина доцент тунӑ докладсемпе ятарласа кӑсӑкланнинчен те сисӗнчӗ.

Кафедрӑри преподавательсем ытти хуласенчи вузсенче тӑтӑш пулни пӗр-пӗрин опычӗпе тӗплӗнрех паллашма май парать, туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме пулӑшать. Тӗпрен илсен, Уралпа Алтай тата Атӑл тӑрӑхӗнчи филологсен пурин те пӗр евӗрлӗ тӗллевсем — тӑван чӗлхене упраса малалла аталанма майсем туса парасси, Раҫҫей халӑхне ӑс-хакӑлпа чун тӗлӗшӗнчен пуянлатасси тата кашни халӑхӑн наци хӑй евӗрлӗхне килес ӑру валли сыхласа хӑварасси.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Мускав, #Ӗпхӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем