Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Терентий Дверенин тӗнчи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
vpk 30.03.2010 19:06 | 1999 хут пӑхнӑ
Сухапуҫ тытса
Сухапуҫ тытса

Мускавран Чӑваш кӗнеке издательстви ячӗпе телеграмма килнӗ. Ӑна яраканӗ — федерацин Пичетпе массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсен агентствин периодика пичечӗн, кӗнеке кӑларас ӗҫпе полиграфи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Пуля.

Телеграммӑра Чӑваш Ен кӗнекеҫисене Пӗтӗм Раҫҫейри регион тата таврапӗлӳ литературин «Кӗҫӗн тӑван ҫӗршыв» конкурсӗн «Тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ.

Ҫак чыса тивӗҫнӗ кӗнеке — Г.Иванов-Орковӑн «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнеке-альбомӗ. Вӑл иртнӗ ҫул кун ҫути курнӑ. Терентий Дверенин тӗлӗнмелле ҫын — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ, алӗҫ ӑсти.

Терентий Дверенинӑн тӗнчи мӗнлерех-ши? Тӑван ен, халӑх культури, йӑли-йӗрки унра мӗнле туйӑмсем ҫуратать? Пуканесем, пӗчӗк скульптурӑсем касса кӑларса вӗсене халӑх тумӗ тӑхӑнтартать, ҫӗр ӗҫне пурнӑҫлаттарать, уяв юрри юрлаттарать...

Халӑх ӑстишӗн унӑн ӗҫӗсем тетте мар, историпе ҫыхӑннӑ япаласем, пулӑмсем. Вӗсенче вӑл чӑваш пурнӑҫне курать. 90 ҫул ҫут тӗнчере пурӑннӑ май чун-чӗрине уҫса памалли сахал мар унӑн. Ҫав «сӑмахсене» пӗчӗк кӗлеткесенче тупать.

Маларах асӑннӑ ӑмӑрту пирки ҫакна палӑртса хӑвармалла: вӑл 2005 ҫултанпа иртет. Тӗллевӗ пархатарлӑ: таврапӗлӳ тытӑмӗнчи кӑсӑклӑ тӗпчевсене палӑртма пулӑшасси, ҫавӑн пекех Раҫҫей регионӗсенчи издательствӑсене хавхалантарасси. Ку енӗпе вара Чӑваш кӗнеке издательствин мухтанмалли ҫук мар. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче ҫеҫ тӗрлӗ конкурсра сакӑр наградӑна тивӗҫнӗ.

 

Надежда Смирнова

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #Ҫичӗпӳрт, #кӗнекесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=862980
 

Комментари:

vpk // 4133.81.1219
2010.04.01 15:43
Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчи çинчен интервьюсем:
Игорь Вовк об искусстве Терентия Дверенина
http://mosentesh2.ucoz.ru/publ/igor ... _dverenina/1-1-0-541

ИНТЕРВЬЮ С Г.ИВАНОВЫМ-ОРКОВЫМ "ЧУВАШСКОЕ ЭТНИЧЕСКОЕ ИСКУССТВО ИНТЕРЕСУЕТ ВСЕХ"
http://mosentesh2.ucoz.ru/publ/genn ... anov_orkov/1-1-0-548

Тата Борис Лаптевăн илнĕ интервьюсем сайчĕ çинче вулама пултаратăр
http://mosentesh2.ucoz.ru/publ/
Кунта Борис Лаптевăн фотоальбомĕсем
http://mx900.gallery.ru/?albums=1



Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем