Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
ЧР Культура министерствинче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ ҫыравӑн логотипне хатӗрлессипе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Жюри пурӗ 50 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсен авторӗсен пысӑк пайӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайнпа компьютер технологийӗсен факультечӗн тата Шупашкарти ӳнер училищин дизайн уйрӑмӗн студенчӗсем. Конкурса ҫавӑн пекех преподавательсем те хутшӑннӑ.
Жюри ҫирӗплетнӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ДКТ-62-06 ушкӑнӗнче вӗренекен Иван Никифоров йышӑннӑ, иккӗмӗшне — ӳнер училищинчи Олег Григорьев преподаватель, виҫҫӗмӗшне — тӗп хулара пурӑнакан Владислав Ильин.
Иван Никифоров хатӗрленӗ логотиппа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе ҫыхӑннӑ пичет тата сувенир хатӗрӗсем кӑларнӑ чухне усӑ курма сӗннӗ. Вӗсене Чӑваш Енри районсене ҫеҫ мар, йӑхташсем пурӑнакан пур региона, чикӗ леш енне те ӑсатӗҫ.
