Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Аслӑ Чеменре 15-ри хӗре вӗлернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.04.2015 09:29 | 1725 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ӗнер Патӑрьел районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 16 сехетре Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнче 15 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче сурансем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет.

Вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хӗре Шӑнкӑртамри 19 ҫулти каччӑ вӗлерме пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем акан 2-мӗшӗнче хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре ҫӗҫӗпе кӗлеткинчен темиҫе хут чикнӗ. Кун хыҫҫӑн Шӑнкӑртам каччи хӗр виллине Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнчи посадкӑра пытарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫавӑнтан пӗр водитель иртсе пынӑ. Вӑл курни пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

Халӗ следстви пырать. Хӗр виллине тупнӑ вырӑнта сумка, тумтир пулнӑ. Тытса чарнӑ каччӑн тумне те туртса илнӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе суд экспертизи ирттереҫҫӗ.

Тытса чарнӑ каччӑ РФ Конституцийӗнчи 51-мӗш статьяна тӗпе хурса калаҫма хирӗҫ пулнӑ. Ҫак тискер преступленишӗн ӑна 15 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.

«Регнум» информаци агентствине ведомство хӗр йывӑр ҫын пулнине пӗлтернӗ.

#Аслӑ Чемен, #Шӑнкӑртам, #Патӑрьел районӗ, #пӑтӑрмахсем, #ҫамрӑксем

 

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 2033.85.9787
2015.04.03 20:05
Хӗрӗ Чеменрен пулнӑ-и,Шӑнкӑртамран-и- ӑнланма йывӑртарах.
Agabazar // 2800.79.6496
2015.04.04 01:26
Agabazar
Тӗрӗссипе унта пурте ӑнланмалла мар.
Чеменпе Шӑнкӑртам пӗр-пӗринчен самаях аякра вырнаҫнӑ.
Софья Савнеш // 1190.74.2285
2015.04.04 20:01
Софья Савнеш
Шӑнкӑртампа Аслӑ Чемен пӗр-пӗринчен аякра вырнаҫни ниме те пӗлтермест.
Agabazar // 9293.1.6277
2015.04.05 10:55
Agabazar
Паллах, пӗлтермест.
Преступник вӑл Мускавран е Владивостокран пулсан та преступниках.
Agabazar // 9293.1.6277
2015.04.05 10:55
Agabazar
Паллах, пӗлтермест.
Преступник вӑл Мускавран е Владивостокран пулсан та преступниках.
Agabazar // 9293.1.6277
2015.04.05 10:55
Agabazar
Паллах, пӗлтермест.
Преступник вӑл Мускавран е Владивостокран пулсан та преступниках.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем