Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Таврапӗлӳҫӗсемпе академиксем канашларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 30.03.2015 21:08 | 1515 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫак кунсенче наци библиотекинче таврапӗлӳҫӗсен черетлӗ пухӑвӗ пулчӗ. Ӑна Виталий Станъял ертсе пычӗ. Вӑл таврапӗлӳҫӗсем ҫак хушӑра тунӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ: «Пурӗ 3 пине яхӑн таврапӗлӳҫӗ, 167-шӗ «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра халӑх хӑйӗн несӗлӗсемпе ытларах интересленме пуҫларӗ, ялсен историйӗсем ҫинчен чылай пахалӑхлӑ кӗнекесем кун ҫути курчӗ. Пур район та энциклопеди кӑларас енӗпе ӗҫлет», — терӗ. Вӑл шкулти музейсене йӗркелесе яма, 50 томлӑ энциклопеди кӑларма сӗнчӗ: вӑл шутра отрасль энциклопедисене те, сӑмахран: чӑвашри кайӑксем пирки.

Тӗмен хастарӗ хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ. Унта пурӑнакан чӑвашсем Бичурин вулавӗсем те ирттернӗ. Президиума 4 ҫынна суйларӗҫ. Вӗсем хӑйсем хушшинче ертӳҫӗне суйлӗҫ, мӗншӗн тесен паянхи ертӳҫӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑннӑ пирки ӑна ку ӗҫре тӑрӑшма йывӑртарах. Пухӑннисем пушӑн 28-мӗшне «Таврапӗлӳҫӗ кунӗ» тесе шутлама сӗнчӗҫ, ку ыйтӑва аслӑ вырӑнта ларакансем татса парасса шанаҫҫӗ.

Унтан академиксен канашлӑвӗ пулчӗ. Унӑн ертӳҫи Ерагин темиҫе паллӑ ӑсчаха академиксен ретне илнӗ ятпа билет пачӗ, тӑрӑшуллисене тӗрлӗ медальпе чысларӗ.

Пухӑннисем регионта Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ ӑслӑлӑхпаӗҫлӗх конференци ыйтӑвӗсене те сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Единство фронта и тыла — залог победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» ятлӑ пулчӗ.

Малтанах Сергеев Т.С. «Победа Советского народа в Великой Отечественной войне — важнейшая веха во всемирной истории» темӑпа доклад каларӗ. Унтан Ефимов Л.А. «Чувашская АССР в годы Великой Отечественной войны» темӑна уҫса пачӗ. Республикӑри шкул ачисем хушшинче Совет Союзӗн Паттӑрне М.Е.Ефимова халалланӑ викторина иртнӗ, ку викторина ҫӗнтерӳҫисене те чысларӗҫ. Паттарсем ҫинчен Иванов Л.Н., Ефимов Л.А. ӑсчахсем каласа пачӗҫ.

Библиотека ӗҫченӗ Степанова Р.В. таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ кӗнекесем пирки каласа кӑтартрӗ, хӑтлавпа паллаштарчӗ. Шупашкарта «Музей воинской славы Чувашской Республики» пур. Музей ӗҫченӗ музейпа паллаштарчӗ. Эпӗ музейра темиҫе хутчен те пулса, шкул ачисене те илсе кайса. Хӑтлав пӑхнӑ хыҫҫӑн музейра тепӗр хутчен пулмаллах, тесе шутларӑм. Унта Штанашри пӗрремӗш ракетчикн вӑрҫӑ вӑхӑтӗче ҫырса пынӑ записная книжка пур иккен, шӑпах Иван Коннов пулӑшнипе Флеровӑн паттӑрлӑхӗ пирки пӗтӗм халӑх пӗлнӗ, Флеровӑн ывӑлӗ Иван Николаевича сехет парнеленӗ, ҫак сехет те музейра иккен.

Ку конференцине 51 ҫын хутшӑннӑ, вӗсен ӗҫӗсене ятарлӑ кӗнекере пичетлесе кӑларма шантарчӗҫ. Кашни автор мухтава тивӗҫлӗ, мӗнле кӑна ҫӗнӗ информаци шырас тупман вӗсем! Эпӗ пухӑннисене Совет Союзӗн Паттарӗ Индряков И.В. 100 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ тата хамӑр тӑрӑхри паллӑ вӑрҫӑ ветеранӗсем ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавсем кӑтартрӑм.

Пухӑннисем умӗнче ачасен ансамблӗ тӗрлӗ чӑваш халӑх инструменчӗсемпе выляса тӗрлӗ ташӑпа савӑнтарчӗ!

Сӑнсем (32)

#таврапӗлӳҫӗсем, #конференцисем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #культура, #пухусем, #наци вулавӑшӗ, #Тӗмен

 

Комментари:

2015.03.31 09:21
Аçтахар Плотников
http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/162060/ - Галина Зотова тунисене кӗртрӗмӗр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем