Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Байкал кӳлли талӑк хушшинче 1 см хухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.03.2015 12:10 | 1749 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Иркутск облаҫӗпе Буряти чиккинче вырнаҫнӑ Байкал (тӗрӗкле Пуян кӳлӗ пулать) кӳллине шыв ҫитмест. Ӗнер кӑна пӗр талӑк хушшинче вӑл 1 см ҫухатнӑ. Ҫапла май ун хальхи шыв шайӗ 455,96 метра ҫитнӗ. Ку вара Раҫҫей Правительстви палӑртнӑ чи пӗчӗк виҫӗрен 4 см сахалрах. 2001 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Правительстви чи ҫӳллӗ шая 457 метрпа, чи пӗчӗк шая 456 метрпа ҫирӗплетнӗ. Шыв ҫитменсӗррине пӗлтӗрхи ҫанталӑкпа ҫыхӑнтараҫҫӗ — ҫумӑр сахал ҫунӑран кӳлле юхса кӗрекен юханшывсем тулли мар иккен. Ҫуллапа кӗркунне вӑхӑтӗнче юханшывсем кӳлле кирлӗ шайран 67% кӑна пама пултарнӑ. Ку вара Байкалран юхса тухакан Ангара шывӗ хӗрринче ларакан хуласемшӗн сиенлӗ — вӗсене валли шыв ҫитми пулӗ.

Иркутск облаҫӗнче инкеклӗ лару-тӑру пуҫарнӑ. Халӑха шывпа тата электроэнергипе перекетлӗ усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Иркутск ГЭСӗнчи шыв шайӗ анма пуҫланӑран унӑн хӑвачӗ чакать имӗш.

Байкал кӳлли тавра хальхи вӑхӑтра Бурятипе Иркутск облаҫӗсем тупӑшаҫҫӗ — пӗрисем шыва чакармалла мар теҫҫӗ, теприсем ГЭС валли кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Экологсен шучӗпе Правительство ытларах энергетиксем майлӑ — вӗсем кӳлӗ шывне ытларах илме хирӗҫ мар иккен. Иркутск облаҫӗ кӳлӗри шыв шайне хальччен палӑртнинчен тепӗр 20 см таран антарма ирӗк ыйтать имӗш.

Теприсен шухӑшӗпе шыв чакнинче нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук — 456 метртан кӳлӗ унччен пӗрре мар чакнӑ, экосистемӑна ку нимӗнле те сиен ун чухне кӳмен имӗш. Чи пӗчӗк виҫене — 455,27 метра — шыв шайӗ 1982 ҫулта анса ларнӑ.

Байкал — чи тарӑн та таса кӳлӗ шутланать. Унта Ҫӗр чӑмӑрӗнчи ӗҫме юрӑхлӑ шывӑн чӗрӗкӗ упранать. Пӗтӗмешле калӑпӑшӗ вара — 23 пин кубла километр.

#кӳлӗсем, #Байкал, #ҫутҫанталӑк, #Раҫҫейре, #Иркутск облаҫӗ, #Буряти

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем