Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ванкуверта хӗллехи XXI олимпиада пуҫланнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.02.2010 10:45 | 1697 хут пӑхнӑ

Ванкуверта паян (вырӑнти вӑхӑтпа — ӗнер, 18 сехетре) 5 сехет ирхине хӗллехи XXI олимпиадӑна уҫрӗҫ.

Дэвид Пирс ҫырнӑ кӗвӗ янранӑ май мероприятие Канадӑн генерал-губернаторӗ Микаэль Жан, Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге тата 4 индей йӑхӗсен ертӳҫисем тухрӗҫ. Индей йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫак олимпиадӑна ирттерме туса лартнӑ ҫуртсемпе сооруженисем вӗсен ҫӗрӗ ҫинче ларнӑран чӗннӗ.

Чи малтан хӑнасене йышӑнакан патшалӑхӑн гимнӗ янрарӗ, унтан вара индей йӑхӗсен ертӳҫисем хӑйсен сӑмахне каларӗҫ. Кайран вара, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, стадион ҫулӗ ҫине чи малтан Греци сборнӑйӗ тухрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ыттисем.

Раҫҫей сборнӑйӑн ялавне хоккей ушкӑнӗн капитанӗ Алексей Морозов тытса пычӗ.

 

Ванкуверти олимпиадӑна Раҫҫейрен 179 спортсмен хутшӑнӗ. Малтанхи олимпиадӑпа танлаштарсан — пӗр ҫын ытларах. Раҫҫей спортсменӗсем 75 награда пуххишӗн тупӑшасшӑн. Ылтӑн медальшӗн 100 пин евро, кӗмӗлшӗн — 60 пин евро, пӑхӑршӑн — 40 пин евро пама шантарнӑ.

Чӑваш Енрен олимпиадӑна хутшӑнакан ҫук. Ҫавах та ҫак спортсменсене асӑнса хӑварма пулать: Нкеирука Хилариевна Езех (кукамайӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялта пурӑнать), Максим Александрович Чудов (амӑшӗ — чӑваш, Пушкӑртстанран), Лилия Николаевна Вайгина-Ефремова (Шупашкарта ҫуралнӑ, Украин сборнӑйӗнче шутланать) /информацие кунтан илнӗ/.

 

Ванкуверти олимпиадӑра пурӗ 86 награда пуххишӗн тупӑшӗҫ. Ӑмӑртусем 17 кун тӑсӑлӗҫ. Пурӗ 15 спорт тӗсӗ пулӗ: биатлон, бобслей, туҫи йӗлтӗр, двоеборье, керлинг, йӗлтӗрпе чупасси, трамплинтан сикесси, ҫуна, коньки, скелетон, сноуборд, фигурлӑ ярӑнасси, фристайл, хоккей тата шорт-трек.

#Пушкӑртстан, #олимпиадӑсем, #cпорт, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем