Тӗнчере кашни кун тенӗ пекех пӗр чӗлхе ҫухалать теҫҫӗ. Тин кӑна AFP агентство тепӗр чӗлхе ҫухални пирки пӗлтерчӗ. Ӗнчӗ (Инди) ҫыршывӗ шутне кӗрекен Андаман утравӗнче пурӑнакан бо халӑхӗн юлашки ҫынни, 85-ри Аслӑ Боа (Boa Sr) вилнӗ. Бо йӑхӗ ҫак утравсенче 65 пин ҫул пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытти халӑхсемпе ҫыхӑнмасӑр чылай хушӑ парӑннӑран ӑсчахсем вӗсем хӑйӗн чӗлхине мӗн авалтан упранӑ теҫҫӗ. Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн бо чӗлхипе калаҫаканни урӑх тӗнчере юлман.
Аслӑ Боа 2004 ҫулхи цунамине те тӳссе ирттернӗ. Ҫав инкек иртсе кайнӑ хыҫҫӑн чӗлхе тӗпчевҫисене вӑл ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫӗр чӗтреннӗ вӑхӑтра эпир пурте унта пулнӑ. Асли пире ҫапла каларӗ: Ҫӗр ик пая пайланӗ, ан чупӑр, ан хускалӑр.»
Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх андамансем кунта Африкӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнчен куҫса килнӗ. Бо чӗлхи хӑйӗн тымарӗсемпе палеолит вӑхӑчӗпе, этем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма пуҫланӑ тапхӑнчченхипе, ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кӑна шута илсен андамандсен чӗлхисем, вӗсен шутне бо чӗлхи те кӗрет, 10 пин ҫулта пулма пултараҫҫӗ.
Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн Андаманд утравӗсенче тата 9 йӑх халӑхӗ юлнӑ. Вӗсенчен кашни хӑй чӗлхипе калаҫать. Пӗр йӑхӗ халӗ те ытти халӑхсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнать, вӑл халӑх шутне те пӗлмеҫҫӗ. Ытти сакӑр йӑх шутӗнче пурӗ те 52 ҫын кӑна пурӑнать.
1858 ҫулта акӑлчансем Андаманд тата Никабар утравӗсене хӑйсене пӑхӑнтарма шут тытнӑ чухне кунта 5 пин ҫын пурӑннӑ. Каярахпа чылайӑшӗ ют ҫынсем илсе килнӗ чир-чӗртен вилсе пӗтнӗ.
Сӑн: Андаман утравӗн ҫыранӗ