Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейскинче Вӗрентекен ҫулталӑкне чаплӑ бал ирттерсе уҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 03.02.2010 19:42 | 2148 хут пӑхнӑ

Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Раҫҫейӗпех иртекен Вӗрентекен ҫулне чаплӑ-лару тӑрура уҫрӗҫ. Малтанах Трак тӑрӑхӗнчи мӗн пур шкулта вӗрентекенсем «Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази», «Красноармейски иккӗмӗш шкулӗ» тата «Упи шкулӗ» муниципаллӑ вӗрентӳ учрежденийӗсене пухӑнса уҫӑ уроксем, класс сехечӗсем, класс тулашӗнчи мероприятисем тата мастер-классем итлерӗҫ, ҫавра сӗтел хушшинчи калаҫусемпе тренингсене хутшӑнчӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен район администрацийӗн пысӑк залӗнче Вӗрентекенсен балӗ пуҫланчӗ. Ӑна салам сӑмахӗ каласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев уҫрӗ. «Профессия учителя — самая благородная. Ведь именно им, педагогам, человечество доверяет свое будущее детей. И пусть у каждого учителя свой облик, свои секреты мастерства, единой остается любовь к ребенку, который за школьные годы, взращенный вашим терпением и мудростью, выходит в большую жизнь Человеком. Большое спасибо вам за самоотверженную работу на благо родной Траковской Земли и Чувашской Республики. Желаю всему педагогическому коллективу района крепкого здоровья, оптимизма, исполнения всех ваших желаний», — терӗ Станислав Андреевич.

Уяв савӑнӑҫне районти учительсемпе пӗрле Республикӑри вӗрентӳ тата наука ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗн ертӳҫи Зинаида Степанова пайларӗ. Вӗрентӳ ҫулӗ уҫӑлнӑ ятпа вӗрентекенсене район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Антонов, районти учительсен профсоюз комитечӗн ертӳҫи Галина Николаева, вӗрентӳ ӗҫӗнчи обществӑлла канаш ертӳҫи Андрей Шестаков, педагогикӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗҫ ветеранӗсен ертӳҫи Лев Григорьев тата районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Зинаида Петрова саламларӗҫ.

Сӑмах май, районти 14 шкулта 211 вӗрентекен вӑй хурать, вӗсенчен 51-шӗ аслӑ категориллӗ педагог. 20 ытла педагог Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тата Чӑваш Республикин Президенчӗн Премийӗсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Уявра 3 педагога Чӑваш Республикин Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп хутне парса чысларӗҫ. Районти шкулсенчи маттур вӗрентекенсене район администрацийӗн тата вӗрентӳ пайӗн Хисеп хучӗсене парса саламларӗҫ.

Пухӑннисене газ уҫлакан станцин клубӗ ҫумӗнчи «Раштав» халӑх ансамблӗ хӑйӗн репертуарӗнчи юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ. Вӗрентекенсен Ҫулӗ пуҫланчӗ. Ырӑ ҫул пултӑр ӑна!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Вӗрентекен ҫулталӑкӗ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #вӗрентӳ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем