Хӗлле халех вӗҫленмест пулин те Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнче пурӑнакансем ҫуркуннене хӑраса кӗтеҫҫӗ. Кӗҫех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ вӗт. Анчах ҫак ялти ҫынсен тата колхозӑн ҫӗрӗсем ҫырма леш енче вырнаҫнӑ. Каҫӑ пур-ха унта, анчах ӑна каҫӑ теме ҫук — кивелсе пӗтнӗ.
Унта каяс тесен ытти ялсем урлӑ ҫитмелле — кӗпер начар. Уйра ӗҫсем пуҫлансан комбайнерсемпе трактористсем кашни кун 30 ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Ҫырмара Сурӑм юханшывӗ юхать. Ун урлӑ пирвайхи кӗпере 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче хывнӑ, иккӗмӗшне — 20-мӗш ӗмӗр варринче.
Ял ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк каялла пӑрӑхсем хунӑ, тӑпра сапнӑ. Анчах ӑна тепӗр уйӑхран юхтарса кайнӑ.
Юрий Семенов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта МАЗ урапа ӳкнӗ. Вӑл кӗпер начар пулнине пӗлмен ҫав — персе аннӑ. Аран-аран кӑларнӑ вара.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ унта кӗпер кирлех мар тесе шухӑшлать. Вӑл икӗ яла ҫыхӑнтармасть-мӗн. Петр Петров пуҫлӑх каланӑ тӑрӑх, инҫех мар Янӑш ялӗ вырнаҫнӑ. 2014 ҫулта унта хысна укҫипе бетон кӗпер тунӑ — ҫапла тракторсем те, урапасем те аванах ҫӳреме пултараҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Сурӑмӗнче 220 ҫын пурӑнать. Вӗсем хӑйсен вӑйӗпе ҫырма урлӑ каҫмалли кӗпер пек япала тунӑ — юр пӑрахса пӑрӑхсем хунӑ. Леш енче — ҫӑва. Ҫын вилсен — нуша. Шыв-шур чухне — уйрӑмах.
Чиновниксем ҫӗнӗ кӗпер 2,5 миллион тенке ларасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах ун чухлӗ укҫа район хыснинче те, администрацире те ҫук иккен.