Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элӗкри шкул — экспериментлӑ-хӑнӑху лапамӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
vik 09.01.2010 22:55 | 2814 хут пӑхнӑ

Иртнӗ ҫулхи раштавӑн 7—8-мӗшӗсенче Мускавра ГОУ «Ҫутӗҫ аталанӑвӗн федераллӑ институчӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗ иртрӗ.

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗнче «Цели, задачи, направления подготовки и внедрения ФГОС второго поколения» пулчӗ. Семинар вӑхатӗнче «Особенности федеральных государственных образовательных стандартов общего образования второго поколения» (А.М. Кондаков, «Просвещение» издательствӑн тӗп директорӗ), «О внедрении федеральных государственных образовательных стандартов общего образования» (Л.В.Шмелькова, Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствин патшалӑх ҫутӗҫ политикин департамӗнчӗн пӗтӗмӗшле ҫутӗҫӗн аталанупа виҫеллӗ йӗркелев пайӗн канашҫи), «Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся» (О.А.Карабанова, ГОУ «ФИРО» ҫутӗҫ аталанӑвӗн методологи пайӗн ертӳҫи) тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Семинар ӗҫне Элӗкри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу шкулӗн вӗрентекенӗсем Ф.Н. Ивановӑпа Т.Г. Чашкова хутшӑннӑ.

Фаина Николаевна, пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ, пӗтӗм Раҫҫейри семинарӑн ҫавра сӗтелӗ умне тухса калаҫнӑ, итлекенсене «От слов к букве» (авторӗ — Федосова Н.А.) пособипе тата ачасене шкула хатӗрлемелли «Преемственность» интерактивлӑ электронлӑ пособипе ӗҫлеме хӑнӑхмалли тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ.

Раштавӑн 8-мӗшӗнче семинара хутшӑнакансем «Инновационная площадка как зона ближайшего развития современного образования» ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Элӗкри И Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу паракан шкулӗнче Раҫҫей Федерацин Ҫутӗҫпе ӑслӑх министерствин эксперимент лапамне йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫак тивӗҫе ҫирӗплетекен свидетельствӑна 2009 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче асӑннӑ семинар-канашлура панӑ.

ГОУ «Ҫутӗҫ аталанӑвӗн федераллӑ институчӗ» тата Чӑваш Республикинчи Элӗкри И. Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул килӗшӳ хучӗ ҫырчӗҫ. Малашне Элӗкри И Я. Яковлев пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу паракан шкулти опытлӑ-экспериментлӑ ӗҫӗн ӑслӑлӑх ертӳҫи ГОУ «Ҫутӗҫ аталанӑвӗн федераллӑ институчӗ» шутланать.

 

Тӗпчев ӗҫӗсен тӗп тӗллевӗсем:

1) "Преемственность" программин калаҫу аталанӑвӗн пособине наци шкулӗнче ӗҫе кӗртесси;

2) шкула кайма хатӗрленекен ачасем валли «Преемственность» программӑпа килӗшӳллӗ чӑвашла пособи хатӗрлесси;

3) шкула кайма хатӗрленекен ачасем валли «Преемственность» программипе татӑҫуллӑ электронлӑ пособи тӑвасси.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#шкулсем, #Элӗк, #Элӗк районӗ, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем