Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх академикӗсен черетлӗ пухӑвӗ иртрӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ.
Виталий Петрович Станьял пуху йӗркине пӗлтернӗ хыҫҫӑн академиксем кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесен презентациӗ иртрӗ. Кашни кӗнекене тенӗ пекех дипломпа чысларӗҫ. Хӑш-пӗр автор ҫулталӑк хушшинче пӗр кӗнеке ҫеҫ мар, иккӗ-виҫҫӗ те кӑларма ӗлкӗрнӗ иккен. Чи малтан Герман Николаевич Ксенофонтов кӑларнӑ «Долгожители Чувашии» кӗнекепе паллашрӗҫ. Автор хӑйӗн кӗнеки ҫинчен каласа пачӗ. Ку кӗнеке валли материал пухнӑ чухне йывӑрлӑхсем сахал пулман иккен — ӑна, материала, пухма ЗАГСсемпе районсенчи социаллӑ хӳтӗлӳ пайӗсене кӗрсе тухмалла пулнӑ. Ку учрежденисем хупӑ шутланаҫҫӗ, ахаль ҫынсене материал унта ттырса ямаҫҫӗ. Герман Николаевич ҫавах та унта ҫул тупма май тупнӑ-тупнах. Кӑна кӗнеке хулӑнӑшӗ те ҫирӗплетет — унта пурӗ 300 патнелле статья е очерк. Вӗҫӗнче халӗ пурӑнакан 100 ҫултан иртнӗ ҫынсен списокне илсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑвашра 100 ҫултан иртнисен йышӗ 50 иртет. Кӗнеке 400 экземплярпа тухнӑ. Герман Николаевич ҫакнашкал кӗнеке урӑх ниҫта та, урӑх нихӑш регионта та ҫуккине палӑртрӗ — чӑвашсем унашкал кӗнекене пӗрремӗш кӑлараҫҫӗ.
Залра ларакансем ку кӗнекене Патшалӑх премине илме тӑратма сӗнчӗҫ.
Малалла пухӑва пуҫтарӑннисене энциклопедисемпе паллаштарчӗҫ. Кӑҫал районсенче нумай тухнӑ вӗсем: Комсомольски, Элӗк, Елчӗк районӗсен тухнӑ. Ытти тӑрӑхсенчи таврапӗлӳҫӗсем те ҫывӑрмаҫҫӗ иккен, Чӑвашра ҫуралнӑ ырӑ йӑлана унта та хаваспах пурнӑҫлаҫҫӗ. Кӑна Пенза, Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫинчен каласа паракан энциклопеди ҫирӗплетсе парать. «Краткая энциклопедия» ят панӑ пулин те ӑна темиҫе томпа кӑларма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе 1-мӗш томӗ кӑна тухнӑ-ха, авторсем иккӗмӗшне кӑларас ӗҫ кӑштах чӑхӑмлани пирки пӗлтерчӗҫ. Сӑлтавӗ — пӗрремӗш томне сутас ӗҫ япӑхрах пунинче иккен. Пирӗн пӗрлӗх вӗсене ку ӗҫ ӑнӑҫлӑ пырасса шанать, кӑларнӑ 1-мӗш томне хӑвӑртрах сутса пӗтерсе 2-мӗш тома кӑларма сунать.
Похвиҫне энциклопедийӗ пирки те каласа пачӗҫ. Шел те, ку кӗнеке кӑҫал диплом илеймерӗ — авторӗсем ӑна каярах тӑратнӑ.
Дипломсене ҫавӑн пекех Н.Т. Розов (темиҫе кӗнеке те кӑларма ӗлкӗрнӗ), Е.Е. Ерагин («Тени тӑрӑхӗ» ятлӑ кӗнекешӗн), Н.Г. Кондрашкин («Слово о чувашских великанах»), Л.А. Федотова («История села Шоркистры»), Анатолий Кипеч («Этнопедагогика России 19 века») тивӗҫрӗҫ.
В.П. Станьял дипломсемпе чысланӑ май чапӗ дипломсенче мар, кӑларнӑ кӗнекесенче терӗ.
Кӗнекесемпе паллашса пӗтернӗ хыҫҫӑн, дипломсемпе чысласа пӗтерсен Чӑваш халӑх академине ҫӗн пайташсене илес пай пуҫланчӗ. Пухӑва килнисем килӗшнипе Федотова Л.А. (малтан члан-ассистент пулнӑ), Розова В.Л., Скворцов Г.К., Долгов В.Е., Аваров В.Е. тата ыттисем академийӗн ҫӗнӗ пайташӗсем пулса тӑчӗҫ.
Халӑх академикӗсен пухӑвӗнче тӗрлӗ сӗнӳсем пулчӗҫ. Вӗсенчен ҫаксене палӑртма пулать: Анатолий Кипеч халӑх академикӗсем валли уйрӑм пӳлӗм ыйтма сӗнчӗ. Ку тӗлӗшпе правительствӑна пухӑннисем ҫыру ҫырма сӗнчӗҫ, ыйтӑва сасӑлава тӑратнӑ хыҫҫӑн килӗшрӗҫ. Ҫавӑн пекех таврапӗлӳҫӗсене кӗнеке кӑларма пулӑшакансене ырӑпа асӑнма ытти мелсемпе те усӑ курма сӗнчӗҫ — тав хучӗпе, дипломпа чыслама.
Академиксем суйланӑ президенчӗ Таллеров П.П. Ҫулталӑк хушшинчи ӗҫе тишкернӗ май академире паянхи куна 122 ҫын тӑни пирки пӗлтерчӗ. Вӗсенчен 10-шӗ пирӗнтен уйрӑлнӑ. 2011 ҫулта академи ӗҫлеме пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртма шутлаҫҫӗ. Кӑҫал академи пайташӗсем пирки кӗнеке кӑларнӑ, 2011 ҫул валли ӑна ҫӗнетсе тепре кӑларасшӑн.
Малалла академийӗн тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ. Кӑҫал академире суйлав ирттерес темерӗҫ — халӗ ӗҫлекенсене пурне те хӑйсен вырӑнӗсенче хӑварас терӗҫ.
Тепӗр пуху ҫак вӑхӑрах, ҫулталӑх иртсен пухӑнӗ.
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.11.30 18:01 | |
Сăнӳкерчĕксем хушрăм. Ĕнер ĕлкереймерĕм... |