Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 14.12.2014 08:37 | 2229 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех тӗрлӗ конкурс, смотр тата фестиваль чылай иртет. Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынине халалласа раштавӑн 13-мӗшӗнче районти Культура керменӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ пулса иртрӗ. Фестивале хутшӑнакансем Чутай халӑхӗн ӗлӗкхи юрри-ташшипе куракансем умне тухрӗҫ. Фольклор уявне районта тӑххӑрмӗш хут ирттереҫҫӗ, кӑҫал та районти пур ял тӑрӑхӗнчи артистсем те хаваспах хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарчӗҫ.

Кашни ял тӑрӑхӗнче фольклор ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ, вӗсем ҫулленех районта иртекен пур мероприятие те хастар хутшӑнаҫҫӗ: «Шупуҫ» (Кив Атикасси ял тӑрӑхӗ), «Шанчӑк» (районти ветерансен коллективӗ), «Сӑр таппи» (Пантьӑк ял тӑрӑхӗ), «Хӑнатар» (Тралькасси ял тӑрӑхӗ), «Ҫартмас» (Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗ), «Этмен» (Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗ), «Айхол» (Атнар ял тӑрӑхӗ), «Хӑмӑш» (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), «Урпаш» (Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ), «Артанас» (Акчикасси ял тӑрӑхӗ), «Шокӑль» (культурӑпа кану центрӗ) тата «Шуҫӑм» (Штанаш ял тӑрӑхӗ).

Жюри пайташӗсем — районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, Хӗрлӗ Чутайри ачасен ӳнер шкулӗн преподавателӗ Валентина Грачева, райадминистрацин культурӑпа, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Михуткина — фестивале хутшӑннӑ пур ушкӑна та диплом парса чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри ветерансен фольклор ушкӑнӗ тухрӗ, иккӗмӗш вырӑнта Штанашри «Шуҫӑм» тата Пантьӑкри «Сӑр таппи» пулчӗҫ, виҫҫӗмӗш вырӑнта — атнарсемпе хӗрлӗчутайсем.

Сӑнсем (55)

#Питӗркасси ял тӑрӑхӗ, #Атнар ял тӑрӑхӗ, #Культура ҫулталӑкӗ, #фольклор, #Штанаш, #фестивальсем, #пултарулӑх, #Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗ, #Паньтӑк ял тӑрӑхӗ, #Тралькасси ял тӑрӑхӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #ветерансем, #Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗ, #Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ, #Акчикасси ял тӑрӑхӗ, #Пантьӑк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем