Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫатра-Лапсар шкулӗнче Светлана Асаматпа тӗлпулу иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.10.2009 17:43 | 1630 хут пӑхнӑ

Юпан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсар тӗп пӗлӳ паракан шкулта Светлана Асаматпа тӗлпулу иртрӗ.

Паллӑ юрӑҫ, композитор тата сӑвӑҫ шкул ачисене хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ, сӑввисемпе паллаштарчӗ. Унсӑр пуҫне ку шкулта вӗренсе тухнӑ Николай Плотниковпа пӗрле, слайдсем усӑ курса, кӑҫал Чӑваш Ен, Самар Ен, Пушкӑртстан тата Тутарстан тӑрӑх иртнӗ чунҫӳрев пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ачасем тимлесе итлесе ларчӗҫ.

Тӗлпулу хыҫҫӑн викторина иртрӗ — шкул ачисем чӑваш историпе тата тӑван тавралӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Чи пултаруллисем парнеллӗ пулчӗҫ.

Светлана Асамат шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашрӗ — вӑл экспонатсемпе пуян пулнине, ӑна тӑрӑшса йӗркелени куҫа курӑнни пирки пӗлтерчӗ. Шкул ачисене тӑрӑшса вӗренме, аслисене итлеме хушса хӑварчӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#тӗлпулусем, #шкулсем, #Ҫатракасси, #Шупашкар районӗ

 

Комментари:

Г.Н. Иванов-Орков // 2806.71.4572
2009.10.24 14:36
Çак хыпара вуласан, çак сăнÿкерчĕксене пăхсан, тепĕр хут хамăн тăван яла кайса килнĕ пекех. Атте йĕркелеме пуçланă шкул музейне Св. Асаматпа пĕрле кĕрсе пăхрăмăр пекех. Тав сире!
2009.10.25 18:19
Аçтахар Плотников
Сирĕн аçăр вара хăш шкулта музей йĕркеленĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем