Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чанлӑ районӗнчи Покровски ялӗнче Инди буйволӗсем пуранаҫҫӗ. Вӗсене темиҫе ҫул каялла «Новая жизнь» («Ҫӗнӗ пурнӑҫ») хуҫалӑх пуҫлӑхӗ Геннадий Мулянов (вӑл чӑваш) Пенза облаҫӗнчен илсе килнӗ — пӗр вӑкӑр тата икӗ ӗне. Халӗ буйволсем — улттӑн. Ӗнисем кашни ҫулах парулаҫҫӗ. Пурте пӗрле ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен сӗчӗ ӗненнинчен икӗ хут ҫуллӑрах. Ку чӗрчунсем нимле апата та тиркемеҫҫӗ, улӑмпа пурӑнма та пултараҫҫӗ. Буйволсене курма тавраран ҫын нумай килет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат (Чӗмпӗр)
Сувар С. // 3356.62.3771
2009.10.08 00:11 | |
Милицисем Чечняран ашаксене киле машинпа турттарса илсе килнĕ. Халĕ пĕр чăваш ялта нумай çак чĕрчунсем .
|