Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Людмила Муравьева — «Чӑваш пики – 2014»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.12.2014 10:36 | 3081 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Людмила Муравьева
Людмила Муравьева

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ.

Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ.

Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман.

Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ. Етӗрне районӗнчи Людмила Муравьева вара «Нарспи» мюзикл пайне кӑтартнӑ.

Тӑваттӑмӗш конкурсра пикесем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Сӑра вӗретсе, шӳрпе, хуплу пӗҫерсе, шӑрттан хатӗрлесе килнӗ. Куславкка районӗнчи Ирина Батманова вара Атӑл пуллипе хӑналанӑ. Тӑвай пики Кристина Федотова уйран уҫласа килнӗ.

Ҫапла майпа кӑҫал «Чӑваш пики» ята Етӗрне хӗрӗ Людмила Муравьева ҫӗнсе илнӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Диана Козлова «Вице чӑваш пики» пулса тӑнӑ. Красноармейски районӗнчи Мария Козлова — «Сӑпайлӑ пике», Тӑвай районӗн пики Кристина Федотова — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике», Муркаш районӗн пики Елизавета Смирнова — «Чи хӳхӗм пике», Куславкка тӑрӑхӗнчи Ирина Батманова «Чи ӑслӑ пике» номинацисенче ҫӗнтернӗ. Шел те, кӑҫал Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ пикисем хутшӑнман.

Сӑнсем (17)

#Чӑваш пики, #Яков Ухсай ячӗллӗ КК, #культура, #конкурссем, #ЧНК, #Етӗрне районӗ, #Красноармейски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Тӑвай районӗ, #Куславкка районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/217.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем