Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тӗменри пултаруллӑ чӑваш пики Италире канӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.11.2014 22:23 | 2060 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Елена Репина
Елена Репина

Тӗмен облаҫӗнчи чи чипер те сӑпайлӑ, ӗҫчен те пултарулӑ, илемлӗ те яштака пӳллӗ, илӗртӳллӗ хӗр-пикесем Тӗменри наци культурисен «Строитель» керменӗн пысӑк сцени ҫинече «Чӑваш пики — 2014» ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ҫакӑн пирки ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Ирина Удалова пӗлтерет.

Асӑннӑ конкурс Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче саккӑрмӗш хут иртет иккен. Кӗҫалхине Тӗмен, Нефтеюганск, Сургут хулисенчи чӑваш пикисем хутшӑннӑ.

Пикесене Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш членӗсем В.А. Васильев , И.В. Удалова саламланӑ.

Чӑваш хӗрӗсен пултараслӑхне 6 конкурсра тӗрӗсленӗ: портфолиона хак панӑ, хӑйсемпе паллаштарнине, чӑваш тумӗпе дефиле кӑтартнине, интеллектуаллӑ ӑмӑртура, килти ӗҫшӗн, пултарулӑх конкурсӗшӗн.

«Хитре пулни ҫеҫ мар, чунпа пуян тата общество ӗҫӗнче хастар пулмалла», — тет иккен «Тӑван» чӑвашсен ассоциацийӗн президенчӗ И.Н. Маслова.

Тӑван чӗлхене тата авалтан килекен йӑла–йӗркене пӗлнине тӗпе хурнӑ. Анна Хрисанова «Сӑпайлӑ пике», Марина Роколь «Яштака пике», Татьяна Николаева «Вице чӑваш пики», Мария Захарова «Ҫепӗҫ пике», Васелина Жигулева «Кӗмӗл сасӑ», Крестина Васильева «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята тивӗҫнӗ.

Тӗмен облаҫӗнчи «Чӑваш пики–2014» конкурсра ҫӗнтернӗ Елена Репинана (Ярково районӗ) Италине кайма путевка панӑ.

#чӑвашлӑх, #илемлӗх конкурсӗсем, #Тӗмен облаҫӗ, #Нефтеюганск, #Сургут, #конкурссем, #Чӑваш пики

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/209.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем