Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ача-пӑча кӗнекисене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.11.2014 17:27 | 1563 хут пӑхнӑ
Культура Сербинчи кураври кӗнекесем
Сербинчи кураври кӗнекесем

Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗн йышӗнче Чвӑаш кӗнеке издательстви юпан 26-мӗшӗ–чӳкӗн 2-мӗшӗсенче Сербинче пулнӑ. Унта Белгородри 59-мӗш кӗнеке куравӗ ӗҫленӗ. Курава Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров хутшӑннӑ. Чӑвашсемсӗр пуҫне йышра мускавсем, питӗрсем, чулхуласем пулнӑ.

Пирӗн издательство кӗнекисем куравӑн пӗрремӗш кунхинех ҫынсене кӑсӑклантарнӑ-мӗн. Белградри Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхпа культура центрӗнче пулнӑ чух унти университетӑн преподавателӗсемпе студенчӗсем, ҫыравҫӑсем наци ҫыравҫисемпе поэчӗсемпе кӑсӑкланнине кӑтартса панӑ. Вӗсем Геннадий Айхин «Собрания сочинений» томӗсемпе паллашнӑ, Петӗр Хусанкай пирки аса илнӗ.

Вырӑс ҫурчӗн вӗренӳ программисен пуҫлӑхӗ Илья Тяпкин Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути куракан ҫӗнӗ кӗнекесем пирки хӑйсен сайтӗнче пӗлтерсе тӑма шантарнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ун пек куравсем хӑнӑхнӑ ӗҫе ҫӗнӗлле хаклама май панине пӗлтернӗ. «Белый город» издательствӑпа, сӑмахран, ача-пӑча кӗнекисене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма калаҫса татӑлнӑ-мӗн.

«Молодая гвардия» издательствӑпа вара паллӑ ҫынсене халалласа пӗрлехи проект пуҫарассине сӳтсе явнӑ. Унта «Жизнь замечательных людей» сери кӑлараҫҫӗ, пирӗн патра — «Замечательные люди Чувашии». Икӗ ырӑ утӑма пӗрлештерсе пысӑк ӗҫ тусан тата аван пулмалла.

Вырӑс православи чиркӗвӗн ҫыннисемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӗн урокӗсене шкулсенче тата вырсарни шкулӗсенче вӗрентме кирлӗ кӗнекесем кӑларас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.

Сербинче Чӑваш кӗнеке издательствин «Из опыта народных мастеров» серинчи кӗнекисен хӑтлавӗ те иртнӗ.

#Чӑваш кӗнеке издательстви, #Серби, #куравсем, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем