Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пӗлтерӗшне татах ӳстермелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виктор Данилов 03.06.2009 20:22 | 2378 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата искусство пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав конференцийӗ пулчӗ.

Унта пӗрлӗх правленийӗн отчетлӑ тапхӑрта йӗркелесе ирттернӗ ырӑ ӗҫӗсем пирки унӑн председателӗ Г.Л. Ефимов-Тусли каласа пачӗ. Вӗсем вара сахал мар. Акӑ, пӗрлӗх членӗсем ҫине тӑнипе пӗлтӗр Ҫӗньял Упи ял уявне халӑхшӑн асра юлмалла ирттернӗ. Ялсенче тӑтӑшах концертсем кӑтартни те хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Ҫакӑнта “Трак ен” халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ӑна йӗркеленӗренпе 16 ҫул ҫитет) сумлӑ тӳпе хывать. Н.М. Никоноров ертсе пынипе пирӗн артистсем хамӑр тӑрӑхсене ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ районсенче пурӑнакансене те пӗрре ҫеҫ мар хӑйсен юрӑ-ташӑри пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ, ҫулталӑк хушшинче 30 ытла концерт кӑтартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах тӗлпулусем Пӗчӗк Супарпа Яманакра тата Красноармейскинчи 2-мӗш вӑтам шкулта иртмелле. Унсӑр пуҫне “Заволжски” клубра, Шывпуҫӗнчи, Чатукассинчи тата Упири кану центрӗнче вӑй хуракансен ӗҫӗ те курӑмлӑ.

Район хаҫатне кӑларма пулӑшакансем хушшинче ҫыравҫӑсем 39-ӑн. Ҫамрӑк авторсемпе ӗҫлесси те лайӑхланать. Чылайӑшӗ вулакансене хӑйӗн хыпарӗсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗ те ӗнтӗ.

Пултарулӑх ҫыннисен юбилейӗсене пӗрле пухӑнса палӑртасси, “Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем” фестиваль йӗркелесси (вӑл республика шайне те тухрӗ), тата ытти мероприятисем ирттересси пӗрлӗхре йӑлана ҫирӗппӗн кӗнине те уйрӑммӑн палӑртмалла.

Пӗрлӗх членӗсем Трак ен культурипе искусствине аталантарас тӗлӗшпе чӑннипех те пархатарлӑ ӗҫ туни куҫ умӗнчех. Сӑмах май, кӑҫалхи раштавра районти Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитет. Ку тапхӑрта пултаруллӑ 48 ҫынпа 13 коллектив ҫак ятлӑ преми лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗлле вӑй хурас тесен, ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех пымалла. Красноармейскинчи 2-мӗш вӑтам шкул учителӗ В.М. Михайлов та ҫаплах шутлать. Виталий Михайлович ҫине тӑнипе, ав, районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх сайтне уҫнӑ, унта пӗрлӗх историне, Н. Янкас сӑввисене, лауреатсем пирки каласа панине вырнаҫтарма тытӑннӑ. Автор пӗрлӗх ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ аса илӳсене ыттисенчен те кӗтет.

Ҫакна палӑртни те вырӑнлӑ. Республикӑра ку евӗр пӗрлӗх урӑх ҫук. Вӑл уставпа тата ятарлӑ положенипе килӗшӳллӗн ӗҫлесе пырать. Ҫул уҫакана нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман. Пӗрлӗх правленийӗ те район администрацийӗ пулӑшу кӳнипе чӑрмавсене ҫӗнсе малалла утӑмлать. “Ҫак ҫыхӑнӑва татах та ҫирӗплетесчӗ. Тӗллевсене пӗрле пурнӑҫа кӗртесчӗ,” — терӗ конференцире район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пӗрремӗш ҫумӗ Н.И. Антонов.

Отчетлӑ доклада сӳтсе явма ҫавӑн пекех пичет ветеранӗсем К.Ф. Шачкин (Именкасси) тата Н.Г. Ершов (Янкас), Красноармейскинчи 2-мӗш вӑтам шкул учителӗ В.М. Михайлов, районти централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ С.А. Никитина, районти таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи В.З. Константинов хутшӑнчӗҫ, кулленхи ӗҫ-хӗле лайӑхлатма сӗнӳсем пачӗҫ, пӗрлехи ӗҫ планне хатӗрлесе ҫирӗплетмеллине палӑртрӗҫ. Конференцире пулнисем пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ Ю.В. Шепилов композитора асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Конференци пӗрлӗх правленийӗн иртнӗ тапхӑрти ӗҫне “вӑтам” хак пачӗ, 9 ҫынран (унта Г.Л. Ефимов, Н.Г. Ершов, С.А. Гурьева, В.З. Константинов, В.С. Серафимов, Л.И. Антонов, В.М. Михайлов, Н.М. Никоноров тата А.П. Алексеев кӗчӗҫ) правленин ҫӗнӗ йышне суйларӗ. Председатель пулма хальхинче те районти “Ял пурнӑҫӗ” хаҫатӑн пай редакторне Георгий Леонидович Ефимов-Туслине шанчӗҫ.

 

Пӗрлӗх правленийӗн йӗркелӳ ларӑвӗнче вара унӑн ҫумӗ пулма Н.Г. Ершова, секретарьне С.А. Гурьевана, пресс-центр ертӳҫине В.М. Михайлова, 5 секци йӗркелесе вӗсен ертӳҫисене ҫирӗплетрӗҫ. Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пӗлтерӗшне татах ӳстермелле.

 

Фоторепортаж

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Упи, #Чатукасси, #Шывпуҫ, #Красноармейски, #Яманак, #Пӗчӗк Супар, #Ҫӗньял Упи, #Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем, #фестивальсем, #Именкасси, #конференцисем, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем