Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Украина ачисем те чӑваш чӗлхине вӗренӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.09.2014 09:48 | 2053 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Настя Макаренкӑпа Александра Шарова. Мария Соловьева тунӑ сӑн.
Настя Макаренкӑпа Александра Шарова. Мария Соловьева тунӑ сӑн.

Паян ачасем чечек ҫыххи йӑтса шкула утрӗҫ. Республикӑра чӑваш ачисем кӑна мар, Украинӑран килнисем те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. «ПроГород» корреспонденчӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.

Анастасия Макаренкопа Александра Шарова паянтан пуҫласа Луганскра мар, Чӑваш Ен хулинче вӗренме тытӑнӗҫ. 8 ҫулти Анастасия вӗреннӗ шкула персе аркатнӑ. Хӗрача авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларнӑшӑн хӗпӗртет. Шкула каймалли япаласене хатӗрлеме Хӗрлӗ Хӗрес пулӑшнӑ. Хӗрача пултаруллӑ. Луганскри журналистсем ун пирки хаҫата та ҫырнӑ. Настьӑн хӑйӗн пӗчӗк куравӗ те пулнӑ.

Хӗрлӗ Хӗресӗн Шупашкарти уйрӑмӗн элчи Татьяна Толстова каланӑ тӑрӑх, вӗсем патне япала илсе килекен нумай. Пӗр организаци форма та парнеленӗ. Ручкӑсем, тетрадьсем, кӑранташсем… ҫитмеҫҫӗ-мӗн.

Шупашкарти шкулсене Украинӑран килнӗ 52 ача кайнӑ. 20 шӑпӑрлан ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул директорӗ Наталья Батюнина каланӑ тӑрӑх, ҫав ачасем ятарлӑ программӑпа вӗренӗҫ. Вӗсем пур предмета та вӗренӗҫ. Ҫав шутра — чӑваш чӗлхине те.

Алена Макаренко пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя — тӑрӑшуллӑ ача. Чӑваш чӗлхине вӗренме йывӑр пулмӗ, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашла пӗлекен кукамӑшӗ пулӑшма шантарать.

#вӗренӳ, #Пӗлӳ кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #Украина, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #таркайсем, #шкулсем, #ачасем, #ача пахчисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72711
 

Комментари:

Agabazar // 4687.7.7304
2014.09.01 19:26
Agabazar
Çухăрашу нумай та çăмĕ сахал....
Migulaj // 1902.46.6840
2014.09.01 22:29
Чи малтан Чăваш республикин Аслă Канашĕнче чăваш чĕлхипе усă курмалла, унтан ыттисем те каяççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем