Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шыв лӗпӗшӗн каҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярева 16.04.2009 00:30 | 2006 хут пӑхнӑ

Ака уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулав залӗ илемлӗ сӑмахлӑх тусӗсемпе тулчӗ. Вӗсен йышӗнче пултарулӑх интеллигенцийӗн тӗрлӗ сийӗсем пурччӗ. Пӗрисем – чӑваш литературин сумлӑ тӗчевҫисем: Юрий Артемьевпа Георгий Федоров профессорсем, Валентин Абрамовпа Юрий Яковлев тата Вячеслав Ендеровпа Вера Никифорова ӑсчахсем. Теприсем – проза ӑстисем: Борис Чиндыковпа Аристарх Дмитриев, Надежда Ильинапа Измаил Исемпек тата Владимир Степановпа Ион Шеремет. Виҫҫӗмӗшсем – поэзи пахчин шӑпчӑкӗсем: Раиса Сарпипе Петӗр Яккусен, Марина Карягинӑпа Надежда Сельвестрова. Чӗлхеҫӗсем те самаях йышлӑ: Атнер Хусанкайпа Геннадий Дегтярев, Александр Кузнецовпа Леонид Петров... Кӗвве-ҫемме кӑмӑллакансем Николай Казаков композитора тӳрех палласа илчӗҫ. Сцена ӑстисен элчи вара Надежда Кириллова пулчӗ. Хаҫат-журналта вӑй хуракансен “десантне” Римма Прокопьева журналистка ертсе пычӗ.

Тӗлпулу сӑлтавӗ – Владимир Степановӑн “Эфемероптера каҫӗ, е ФАУст - 2” роман-киллерӗ кун ҫути курни. Кӗнекен ячӗпе жанрӗ ҫеҫ мар, унӑн чӗлхипе сюжечӗ те, тытӑмӗ те хӑйне май. Романри ӗҫсем Ион Шереметпе ун тавра пулса иртеҫҫӗ. Чӑваш литература чӗлхинче кун пекки пулманччӗ-ха: чикан майрин арки пек хутлӑ-хутлӑ танлаштарусем, вырӑсла-чӑвашла словарь пек калаҫусем, юратупа секс сӑмах-юмахӗ...

Кӗнеке уявне ятарлӑ тум тӑхӑннӑ Атнер Хусанкай ертсе пычӗ. Пухӑннисем ҫӗнӗ романа тӗрлӗ енлӗ тишкерсе хак пачӗҫ, вӑл пирӗн литературӑра ҫӗнӗ пулӑм пулнине палӑртрӗҫ. Вӑл хальхи чӑваш прозин шыравӗсене кӑтартать.

Роман ятӗнчи тӗлӗнтермӗш эфемероптера шыв лӗппи иккен. Ҫав лӗпӗш хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗпе чапа тухнӑ: вӑл пӗр каҫлӑх пурӑнасшӑн ҫут тӗнчене килет имӗш. Тӗлӗнмелле, эпир пин-пин, вун-вун пин лӗпӗш ӗмӗрне пурӑнатпӑр. Хамӑр хыҫҫӑн мӗн хӑваратпӑр?

 

«Чӑваш бестселлерӗ» сӑн галерейи

#мероприятисем, #Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ

 

Комментари:

Анонимла // 3777.86.6667
2009.04.19 23:14
кунта http://mosentesh2.ucoz.ru/news/2009-04-17-151 туллирех щырса катартна кун пирки.
Анонимла // 3777.86.6667
2009.04.21 09:25
Кенекене туянас текенсем (8352) 397493 е 89278657653 телефонпа шанкаравласа ыйтса пелме пултаращще.
Владимир Степанова ыйтмалла.

Кенеке туянна чухне автора автограф пирки асилтерме ан манар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем