Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мухтавлӑ ентешсене халалланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 13.04.2009 16:08 | 3130 хут пӑхнӑ

Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула районти пултаруллӑ вӗренекенсем СССР космонавт-летчикӗ А.Г.Николаев 80 ҫул, Х.М.Миначев академик 100 ҫул, СССР тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ халӑх учителӗ П.Н.Чернов 80 ҫул ҫитнине халалланӑ 4-мӗш наукӑпа практика конференцине пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫалхи конференци Раҫҫейри Ҫамрӑксен тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкӗпе тӗл килчӗ. Чаплӑ уява Елчӗк район пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, СССР Халӑх учителӗ П.Н.Чернов, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов хутшӑнчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Шкулта мухтавлӑ юбилярсен ячӗсемпе чаплӑ стендсем йӗркеленӗ. Халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов мухтавлӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлне палӑртса анлӑ доклад турӗ.

Петр Никифорович Чернов 1929-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ аслӑ аттелӗх вӑрҫи ҫулӗсемпе тӗл килнӗ май ҫӑмӑлах пулман. Аслисемпе тан ака-суха тума та, тыр-пул вырма та тивнӗ. Курнавӑш шкулнее 5-7 классене ҫӳренӗ, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ вӑл. Малтан Петр Никифорович учительсене хатӗрлекен институтра, каярахпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Курнавӑшра унӑн вӗрентӳри ӗҫӗ-хӗлӗ пуҫланнӑ, кунти ачасене физика тата математика предмечӗсене вӗрентме пуҫланӑ. Малашлӑхри ҫул-йӗрӗ пӗтӗмпех Елчӗкри вӑтам шкулпа ҫыхӑннӑ. 50 ҫул хушши вӑл ачасене вӗрентсе воспитани парас ӗҫре ырми-канми вӑй хунӑ. Директорӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, директор, РОНО методисчӗ пулса ӗҫлет. Унӑн пархатарлӑ ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Хӑй вӗренсе тухнӑ, пуҫласа кунта вӗрентнӗ ҫулсене Петр Никифорович Чернов ырӑпа аса илчӗ, паянхи шкул ачисене тата вӗрентекенсене тӗл пулӑва хисеплесе чӗннӗшӗн чӗререн тав турӗ, пурне те ҫирӗп сывлӑхпа телей, ӗҫре тата вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

- Паянхи шкул ачине чи малтанах ӑслӑ-тӑнлӑ пулни, ҫирӗп сывлӑхлӑ тата тӳрӗ чунлӑ ӳсни малашлӑхра та кирлӗ, - тесе палӑртрӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Кунта нумай ҫул хушши шкул директорӗнче ӗҫленӗ П.М.Смирнов хӑйӗн асаилӗвӗнче А.Г.Николаев космоса вӗҫнӗ тапхӑрти самант ҫинчен савӑнса каласа пачӗ, Х.М. Миначев академикпа курнӑҫни пирки те палӑртрӗ.

Курнавӑш шкул директорӗ П.В.Кузнецов хисеплӗ юбиляра чун-чӗререн саламларӗ, вӑрӑм кун-ҫул, телей сунчӗ, Тав хучӗпе чысларӗ. Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый наукӑпа практика конференцине хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ.

Конференци ӗҫне 22 шкулти 256 ача хутшӑнчӗ. Курнавӑш, Елчӗк тата Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗн вӗренекенӗсем ыттисенчен ытларах тӗпчев ӗҫӗсем тӑратрӗҫ. Пултаруллӑ вӗренекенсем 15 тӗрлӗ секцисенче – «Чӑваш литератури», «Автор поэзийӗпе прози тата журналистика», «Тӑван ен историйӗ», «Вырӑс филологийӗ», «Математика», «Физика», «Истори» тата ытти ушкӑнсене пайланса хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Чи хастаррисем вара Хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те палӑртса хӑварар: Светопольская Рина, 10-мӗш класс, (Курнавӑш шкулӗ, «Чӑваш литератури» секци), Шляпин Александр, 11-мӗш класс, (Елчӗк шкулӗ, «Автор поэзийӗпе прози тата журналистика» секци), Краснова Кристина, 7-мӗш класс, (Ҫуткӳл шкулӗ, «Тӑван ен историйӗ» секци), Корнилова Мария, 5-мӗш класс, (Курнавӑш шкулӗ, «Вырӑс чӗлхипе литератури» секци), Васильева Д, 9-мӗш класс, (Кивӗ Эйпеҫ, «Вырӑс филологийӗ» секци), Борисова Алина, 8-мӗш класс, (Кӗҫӗн Таяпа, «Истори» секци), Курчина Анна, 8-мӗш класс, (Курнавӑш, «Математика» секци), Корнилова Мария, 5-мӗш класс, (Курнавӑш шкулӗ, «Информатика» секци), Корнилова Анна, 11-мӗш класс, (Курнавӑш шкулӗ, «Хими» секци), Соловьева Зоя, 11-мӗш класс, (Аслӑ Елчӗк, «Акӑлчан чӗлхи» секци), Федотова Л., Егорова Н., Петрова О., Морозова К., 10-мӗш класс, (Елчӗк шкулӗ, «Нимӗҫ чӗлхи» секци), Митрофанова Юлия, 9-мӗш класс, (Ҫирӗклӗ Шӑхаль, «Биологипе экологи» секци), Михайлова Елена, 8-мӗш класс, (Энтепе, «Географи» секци), Смирнова Ксения, 10-мӗш класс, (Курнавӑш шкулӗ, «Право тата обществознани» секци, Борисова Виктория, 3-мӗш класс, (Елчӗк шкулӗ, «Кӗҫӗн классем» секци), Мартышкина Лариса, 4-мӗш класс, (Курнавӑш шкулӗ, «Кӗҫӗн классем» секци).

В.Воронова, Курнавӑш шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.

#Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #конференцисем, #шкулсем, #Елчӗк, #Энтепе, #Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Аслӑ Елчӗк, #Кӗҫӗн Таяпа, #Кивӗ Эйпеҫ, #Ҫуткӳл, #Ҫӗнӗ Пӑва

 

Комментари:

ewnik // 2978.71.6789
2009.04.23 19:17
Пит маттур еслетер эсир, Курнавашсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем