Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 80-мӗш наципе культура пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.04.2009 13:09 | 1843 хут пӑхнӑ

Самар облаҫӗнче «Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ» йӗркеленнӗ. Раҫҫей Федерецийӗпе ун тулашӗнче ӗҫлекен наципе культура пӗрлешӗвӗсене шута илсен вӑл 80-мӗш пулӗ.

Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Валентина Петровна Ивановӑна суйланӑ.

Пӗрлешӳ хӑйӗн тӗллевӗсем шутне Самар облаҫӗнчи чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине аталантарассине, Самар тӑрӑхӗпе Чӑваш Ен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетессине лартать.

Ку пӗрлешӳ ҫумӗнче «Хӗвел» ансамбль ӗҫлет. Халӑх юррисемпе вӗсем Самар облаҫӗпе Самарта иртекен чылай мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, халӑха чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштараҫҫӗ.

Пирӗн пӗрлӗх ҫӗнӗ пӗрлешӗве ӗҫре ӑнӑҫу сунать, пуҫланӑ ӗҫ ӑнса пырасса шанать!

#Самар, #Самар облаҫӗ, #наципе культура автономийӗсем

 

Комментари:

Ajdush // 2116.67.6260
2009.04.02 17:05
Migulaj çырать:
Лайăх. Ăнăçусем сунатăп.
Анонимла // 1070.42.0824
2009.04.03 17:48
Сыхану адресе пур-и весен? Эп аставасса ку Самар енри 4 е 5-меш область шайенчи чавашсен организацийє.
2009.04.06 09:37
Аçтахар Плотников
ЧНК-ран ыйтса пĕлмелле. Хыпара эп культура министрествин сайтĕнчен илтĕм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем