Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Хорнсор 335-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.07.2014 18:03 | 1662 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Утӑн 12-мӗшӗнче республикӑри чылай ял уявне паллӑ тунӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрнар районӗнчи Хорнсор та. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑ кунне 335-мӗш хут уявланӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ.

Ял халӑхӗпе хӑнасем валли концерт йӗркеленӗ. Вӑрнарти культурӑпа кану центрӗнчи «Тивлет» ушкӑн артисчӗсем, Уйкас Кипек ялӗнчи «Кипек ен» ушкӑн, «Калинушка» ушкӑн, Элӗк районӗнчи «Шур акӑш» ушкӑн, «Альянс» эстрада ушкӑнӗ, Иван Христофоров халӑх артисчӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Кудряшов юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Юбилее Хорнсор ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсем килнӗ. Вӗсен йышӗнче — тава тивӗҫлӗ шахтерсем, тухтӑрсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем, строительсем.

Уявра спорт ӑмартӑвӗсем иртнӗ. Халӑх ҫӗрлехи 2 сехетченех савӑннӑ. 23.30 сехетре тӳпере салют ялкӑшнӑ. Ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташланӑ.

Сӑнсем (71)

#Хорнсор, #ял уявӗсем, #Вӑрнар районӗ, #Вӑранр, #Уйкас Кипек, #концертсем, #Элӗк районӗ, #спорт

 

Комментари:

Migulaj // 2113.73.8424
2014.07.15 10:14
Ял ячĕ Хурăнсăр пулĕ. Чăваш чĕлхинче "О" сасă çук. Е ку виръял ялĕ?
2014.07.15 10:24
Аçтахар Плотников
Мĕнле çук? Орфографире кăна çук, чĕлхере вара пор. Ячĕ — тĕрĕсех, Хорнсор.
Migulaj // 2113.73.8424
2014.07.15 14:20
Апла пулсан тĕслĕхрен "о" сасăллă чăвашла сăмах кăтартăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем