Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: М.Карягинӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
елена 19.02.2009 15:34 | 2279 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн В.Маяковский ячӗллӗ филиалӗнче Марина Карягина пултарулӑхне халалланӑ каҫ иртрӗ. М.Карягина — сӑвӑҫ, тележурналист, ҫыравҫӑ — паянхи чӑваш сӑмахлӑхӗн анинче хӑйӗн вырӑнне тупнӑ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ унӑн «Хум пӑшӑлтатӑвӗ», «Тӑваткал тӗлӗксем», «Ыт-и, тӗкел-и», «Юрӑсӑр уй», «Дорога за город» сӑвӑ, «Хура тумлӑ арҫын» прозӑлла хайлав кӗнекисене пӗлеҫҫех пулӗ. Журналистикӑри ҫитӗнӳсемшӗн М.Карягина 2009 ҫулта Ҫемен Элкер премине тивӗҫлӗ пулчӗ. Чӑннипех те кӗҫӗн ӑрӑва каласа памалли те, вӗрентмелли те пурах поэтӑн.

Пултарулӑх каҫне сумлӑ поэт-писательсем, тепчевҫӗсем, студентсемпе шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Ю.Сементер, Р.Сарпи, А.Хусанкай, Е.Нарпи сӑмах каларӗҫ. А.Хусанкай критик, тӗслӗхрен, М.Карягина поэзире чӑваш чӗлхине ҫивӗч туйни, экспериментсем тума шикленменни, авалхи асаттесен сӑмахӗсемпе те хӑюллӑ усӑ курнине палӑртса хӑварчӗ.

Поэт сӑввисем тӑрӑх чылай композитор юрӑ кӗвӗленӗ. В.Александров кӗвӗленӗ «Туйӑнать кӑна пуль» юрра Валентина Михайлова питӗ хитре шӑрантарчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 3 курсра вӗренекен Света Чернова та М.Карягина сӑввисене юрра хывнӑ, хӑех юрларӗ те вӗсене. Асӑннӑ факультетри студентсем И.И. Иванов режиссёр ертсе пынипе поэт сӑввисене кӗвӗллӗ композици туса хатӗрленӗ-мӗн. Пухӑннисен умӗнче хайсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Ҫавӑн пекех 30-мӗш шкултан килнӗ ачасем сӑвӑ вуласа, М.Горшкова юрӑ юрласа саламларӗҫ пултарулӑх каҫне пухӑннисене. Вулавӑш ӗҫченӗсем (Н.М.Кузнецова, Т.Н.Уразаева) тӑрӑшнипе йӗркеленӗ пултарулӑх каҫӗ чӑннипех те чӑн чӑвашла уяв пулчӗ теес килет. Урӑхла пулма та пултараймасть пулӗ — ара, Марина Карягина хӑй те чӑваш культури аталантар тесе пӗтӗм чунне парса ӗҫлет-ҫке.

#пултарулӑх каҫӗсем, #вулавӑшсем, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

 

Комментари:

Victor // 8932-9236
2009.02.20 12:39
Victor
Чăваш культури аталантăр тет пулĕ, шкул ачисем те кашни сăвăç каçне çÿреççĕ - ун çинчен итлеме хăлха та йÿçрĕ. Мана урăх ыйту инттереслентерет - кĕнекине туянас килет. Кĕнекине е хăйне мĕнле тупма пулать. Авттăрăн планĕсем мĕнлерех - çĕнĕ хайлавсем кăларать-и, мĕн тума палăртать?
Елена // 2021.17.0359
2009.02.21 11:28
Шыравçă! Кĕнеке туянас тесен Шупашкарти "Книжные новинки" кĕнеке лавккине кĕрсе тухăр. "Хура тумлă арçын" кĕнеке сутлăхра пур. Нумай пулмасть "Юрăсăр уй" тата "Дорога за город" кĕнекесем тухнă,вĕсене автор хăй сутать. Хăйне мĕнле тупма пуласси тесен - "Ирхи тĕпел" передача пăхăр, вăл кашни ытларикун тӳрĕ эфирпа тухать, унта мĕнле телефон номерĕпе шăнкăравламаллине те пĕлтерсех тăраççĕ.Ăнăçу сунатăп!
Анонимла // 8932-9236
2009.02.22 09:53
Елена, тавтапуç. "Книжниые новинки" ăçтарахчĕ çак?
Елена // 2021.17.0359
2009.02.23 20:01
Павлов мичман урамĕнчи "Ветерансен çурчĕ" чарăнура тата "Детский мир" лавккана хирĕç те пур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем