Шупашкар район сучӗ 70 ҫулти кинемей тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса судра пӑхса тухнӑ.
Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑнаканскер иртнӗ ҫул вӗҫӗнче сӑмакун юхтарнӑ та кӑҫалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма сутнӑ. Нумаях та мар та, ҫапах та 192 миллилитр. Полици ӗҫченӗсем ҫав шӗвеке туртса илнӗ те экспертизӑна янӑ. Сӑмакун хӑватлӑ пулнӑ: градусӗ 35,1-пе танлашнӑ. Сӑмакунта этем сывлӑхӗшӗн сиенлӗ япаласем пулнӑ иккен.
Маларах та ҫитмӗл теҫеткепе пыракан кинемее сӑмакун сутнӑшӑн айӑпланӑ-ха. Пӗр хутчен кӑна мар, иккӗ те тесе пӗлтерет Шупашкар район прокуратури. Хальхинче суд тенкелӗ ҫине ларнӑ вӑхӑта унӑн айӑплав вӑхӑчӗ тухма ӗлкӗрнӗ. Суд хальхичне ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.