Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
«Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыркӑмӑллӑх марафонне пӗтӗмлетсен ҫапла шухӑшласа май килет. Унӑн вӑхӑтӗнче кӑҫал 9,5 миллион тенкӗ укҫа пухӑннӑ. Тӗрӗссипе, пурте укҫан хывман-ха: урӑхла майпа пулӑшакан та (кам, калӑпӑр, хӳтлӗх кирлӗ ачасене канма кайма путевка уйӑрса) пулӑшнӑ. Ҫапах та маларах асӑннӑ 9,5 миллион тенкӗрен пысӑк пайне «кӗмӗлпе» уйӑрнӑ. Пӗлтӗр ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннисем 8,3 миллиона яхӑн тупра пухайнӑ.
Кӑҫал укҫа-тенке СМС-хыпар ярса та хывма туса панӑччӗ. Анчах техника сӑлтавне пула чӑрмавсем сиксе тухнӑ иккен. Ҫапла вара ҫӗнӗлӗхпе пин ҫын ытла усӑ курас тенӗ тӗк, пӗр 600-шӗ кӑна укҫа куҫарайнӑ. Кашни ҫынран капла майпа пӗр 50 тенке яхӑн куҫнине шута илсен тупри нумаях та мар тейӗн. «Мӗн чухлӗ пухӑнни мар, пулӑшас текенсем пурри аван», — тет ыркӑмӑллӑх фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов. СМС-хыпар урлӑ кӑна мар, акцие хутшӑнакансен йышӗ те кӑҫал ӳснӗ иккен.
Марафона вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Кӳкеҫре хупнӑ. «Ҫулталӑк меценанчӗ» медальпе Республикӑри стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне Вячеслав Бычкова чысланӑ. Унта тӑрӑшакансем 321,6 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӑрачкав район администрацийӗ те кӑҫал та пӗлтӗрхиллех ыркӑмӑллӑхпа палӑрнӑ. Кашни ҫынран укҫа пухассипе вӗсем чи малтисем иккен. Ҫавӑншӑн вӗсене 50 пин тенкӗлӗх сертификатпа хавхалантарнӑ.
