Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Анатолий Иванова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.02.2009 11:25 | 2064 хут пӑхнӑ

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнче унта вӗреннӗ, Чечня Республикинче пуҫне хунӑ Анатолий Иванова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Анатолий Иванов Пӑчанарта ҫуралнӑ. Тӑхӑр ҫул хушши Кӑкшӑм шкулӗнче вӗреннӗ, 11-мӗш класа Палтай шкулӗнче пӗтернӗ. 1996 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Чечня Республикинче сарӑмсӑр пуҫне хунӑ.

Ӑмартӑва Анатолий амӑшӗпе пиччӗшӗ, Афганистан вӑрҫинчен инвалид пулса таврӑннӑ Раҫҫей шайӗнчи обществӑн Етӗрне уйрӑмӗн обществеллӑ организацийӗ, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ.

Ӑмӑртӑва Етӗрне район пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Чернов, РОО тӗп специалисчӗ А.М. Александров, шкул директорӗ Кркалевский Н.А. килчӗҫ. Ҫавӑн пекех Афганистанпа Чечня вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ салтаксем те пулчӗҫ.

Малти вырӑнсене Кураков Александр (Палтай шкулӗ), Карпова А., Иванова Д. (Кӑкшӑм шкулӗ), Петров Николай (Палтай шкулӗ), Васильев Валерий, Белова Люда (Палтай шкулӗ), Михайлов Лев (РШӖП), Александров А.М. (вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗ), Судаков Н. (Кӑкшӑм шкулӗнче физкультура вӗрентекенӗ), Кольцов В.П. (соцхӳтелӳ пайӗ) тухрӗҫ.

Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑна Палтай шкулӗ йышӑнчӗ — вӗсене Ататолий Иванов амӑшӗ Смирнова Калиса Михайловна куҫакан кубок пачӗ. Пур ҫӗнтерӳҫе те хисеп хучӗ тата Раҫҫей СДҪӑн «Голубые береты» ансамблӗн CD дискӗ лекрӗ.

Ӑмарту хыҫҫӑн хутшӑнакансем Кӑкшӑм шкулӗнче музейпе паллашрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Пӑчанар, #Етӗрне районӗ, #спорт, #Палтай, #йӗлтӗр, #Кӑкшӑм

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем