Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Валентина Минеевӑн кӗнекисемпе паллашрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.01.2009 20:21 | 2482 хут пӑхнӑ

Паян, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн Вулав залӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ халӑх ӳнерӗн паллӑ ӑстин тата пичет ӗҫченӗн Валентина Минеевӑн кӗнекисемпе паллашу уявӗ, унпа пӗрле ал ӗҫӗсен куравӗ те иртрӗ.

Савӑнӑҫлӑ уява вулав центрӗн ертӳҫи Уразаева Татьяна Никаноровна уҫрӗ. Малалли сӑмаха Валентина Минеева хӑй илчӗ. Вӑл хӑй тӗрӗ тӗрлес ӗҫпе епле интересленсе кайни ҫинчен каласа пачӗ, хӑш-пӗр пӑшӑрхантаракан ыйтусемпе паллаштарчӗ. Валентина Алексеевнӑна уйрӑмах тӗрӗ ӑсталӑхӗн хӑш-пӗр пайӗсем ҫухални, «Паха тӗрӗ» хупӑнни пӑшӑрхантарать. «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш тӗррисене пичетлеменнине те ырламасть.

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ уявра ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн исскуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тата литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗнчи Патшалӑх премийӗсен лауриачӗ Трофимов Алексей Александрович; кулӑшпа сатира ӳнерҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Иван Мучи премийӗн лауриачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Яковлев Николай Лукич; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертӳҫӗ сотрудикӗ Дегтярёв Геннадий Анатольевич; Чӑваш Республикин Наци музейӗн директорӗ Меньшикова Ирина Петровна; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауриачӗ Станьял Виталий Петрович сӑмах тухса калаҫрӗҫ.

Уяв шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе вӗҫленчӗ. Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицейра вӗренекенсем (ертӳҫи Никифоров Геронтий Лукиянович) сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарчӗҫ, Шупашкарти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 60-мӗш шкулӑн таврапӗлӳ музейӗ ҫумӗнчи алӑсти кружокне ҫӳрекенсем (ертӳҫи Федотова Людмила Аркадьевна) чӑваш пиҫиххине тӗртсе кӑтартрӗҫ.

#кӗнекесем, #Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, #куравсем, #мероприятисем, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ, #презентацисем

 

Комментари:

петр петрович // 3472.40.6934
2009.01.30 22:12
Тархасшан та терес сырма веренер-ха. Ман компьютерта чавашла шрифт сукран сапла сыратап-ха эпе. Теслехрен, Уразаева е Никонорова хушамат Татьянан? "Чаваш Республикин культуран атва тивесле есчене" - сер синчи менле челхепе сыртар? Намас, Кунсерен кунти хыпарсемпе паллашсах таратап та, сайта сер ашне каялла тухмалла мар чаммалла намасланма туна пекех.
2009.01.30 22:39
Аçтахар Плотников
Ара, вăхăт çукран... опечаткăсем каяççĕ...
Тӳрлетрĕм.
Петр Петрович Михайлов // 3472.40.6934
2009.01.30 23:06
Микулац Теветкел поэт ку хурава вуласан сетек селекне саварса сапать те: "Харуша!!!" - тесе хурать чунран тухакан хайайлти сассипе. Самахам ман "опечаткасем" (чавашла кусатче пулмалла вал. Авторан, ана пелес килсен, мельюн-мельюн укса памалла мана, Меншен тесен чаваш самахе йуне мар) пирки мар, вулаканшан члхе илемле те таса, шанкартатса юхмалла пулмалли пирки пырать-ха та. Сав вахатрах грамматика та сенерен веренмелле мар-ши такаман?..
2009.01.30 23:25
Аçтахар Плотников
«члхе» — ара ку йăнăш мар-им сирĕн? Çын куçĕнчи шăрпăка куриччен, хăвăр куçăрти турпаса асăрхас пулать :)
Йăнăш куртăр пулсан — ара, пĕлтерĕр, тӳрлетĕп. Хыпар вырнаçтармасан — хыпарламастăр теттĕр, вырнаçтарсан — йăнăш нумай... Аптрушки сĕрĕнпе.
Илемлĕ те шăнкăртатса юхакан чĕлхеллĕ хыпарсем вулас килсен — ярса парăр, вырнаçтаратăп.
//грамматикине вĕренетĕп. Питĕ чаплă пĕлетĕп тесе калаймăп та — вĕренетĕп... Енчен те эсир çĕнĕ орфографи пирки сăмахлатăр пулсан — каçарăр, эп сăмахсене уйрăм çырма хăнăхман. Ăна Андреевсем апла çырччăр: «Атăл çи», т. ыт. те.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем