Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Кӑҫал Шупашкарти ача пахчисене 9000 ача кайӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.04.2014 10:27 | 1281 хут пӑхнӑ
Хулара

Ача пахчисенче ушкӑнсем пухма пуҫланӑ. Шупашкарта кивӗ ача пахчисене ҫӗнетнӗ, икӗ ҫӗнни тунӑ май 3 ҫултан аслӑрах шӑпӑрлансен йышӗнче черет ҫук. Иртнӗ ҫул тӗп хулара пӗтӗмпе ачасем валли ҫӗнӗ 5 пин вырӑн хатӗрленӗ. Черете кӗскетес ӗҫ кӑҫал малалла тӑсӑлӗ.

Планпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта 9 пин пепкене ача пахчинче вырӑн памалла. Вӗсенчен 5 600-шӗ выпускниксем кайнипе пушанӗ. Тепӗр 3 000 вырӑна тӗрлӗ мелпе хатӗрлӗҫ. Ача пахчисенче хушма ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кунсӑр пуҫне тепӗр иккӗшӗ реконструкциленӗ ҫуртра ӗҫлеме тытӑнӗ. Пирогов урамӗнче вара вӗр ҫӗнӗ садик уҫӑлӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова каланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 3 ҫул тултаракан ачасене вырӑнпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак ӳсӗме юпа-чӳк уйӑхӗсенче ҫитекенсене те ача пахчине ямашкан май туса парӗҫ.

Срециалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчисенче ушкӑн пухасси электрон черете пула та хӑвӑртланать. Ашшӗ-амӑшӗ пепкине килтен тухмасӑр, тӗнче тетелӗ урлӑ, черете тӑратма пултарат-ҫке. Тепӗр ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ: Шупашкарта халӗ ашшӗ-амӑше тӳрех 5 ача пахчи суйлама пултарать. Ҫӗнӗлӗхсемпе 2 800 ҫын усӑ курнӑ ӗнтӗ. Вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем черет ҫитнине телефонпа шӑнкӑравласа е электрон почтӑна ҫыру ярса пӗлтереҫҫӗ.

Халӗ Шупашкарта 23 пин ача хӑйӗн черетне кӗтет.

#Шупашкар, #черетсем, #ача пахчисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем