Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: 100 ҫулхи «Нарспи»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.10.2008 22:15 | 2156 хут пӑхнӑ

«Нарспи» кун-ҫути курнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра нумай япала пирӗн пурнӑҫран тухса ӳкрӗ. Вӑл вара ватӑлмасть, кивелмест, малтанхи пекех пирӗн чун-чӗрене хумхантарать: хурлантарать, савӑнтарать, тунсӑх кӳрет, кӑмӑла ҫӗклет. Ӑна халалласа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫуралаҫҫӗ, тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчевсем ҫырӑнаҫҫӗ.

 

«Нарспи» 100 ҫулне халалласа кӑҫал Чӑваш патшалӑх университетӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ӗҫлӗ уявсем иртрӗҫ. Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэми – чӑваш литературин чаплӑ хайлавӗ» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Малтанхи пӗрлехи ларура Ю.Артемьев, В.Родионов, Г.Федоров профессорсем тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне культурӑпа вӗренӳ элчисем, ӑсчахсемпе студентсем, поэтсемпе вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна институт директорӗ В. Григорьев ертсе пычӗ. Тӑхтав хыҫҫӑн конференцие хутшӑнакансем 3 секцие пайланса ӗҫлерӗҫ. Вӗсен йышӗнче Коми, Тутар тата Мари республикисенчен килнӗ ӑсчахсем те пулчӗҫ. 2-мӗш пӗрлехи ларура конференци ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ, республика пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелли сӗнӳсене пӑхса тухрӗҫ. Атнер Хусанкай сӗннипе «Нарспи» энциклопедине кӑларма йышӑнчӗҫ.

 

Ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ нумаях пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Нарспи» ятлӑ питӗ селӗм кӗнеке-альбом презентацийӗпе вӗҫленчӗ.

 

Ирина Дегтярева

#Нарспи, #Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, #конференцисем, #Тутарстан, #презентацисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем