Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ маттур чӑвашсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 21.01.2014 22:12 | 1214 хут пӑхнӑ
Спорт Чӑвашсен пӗрремӗш Олимп "ылтӑнне" тивӗҫнӗ Вӑрмар район каччи. 22 ҫулти Валеринан Соколов.
Чӑвашсен пӗрремӗш Олимп "ылтӑнне" тивӗҫнӗ Вӑрмар район каччи. 22 ҫулти Валеринан Соколов.

Олимп вӑййиччен миҫе кун юлнине те шутласа пыраҫҫӗ хӑшӗсем. Пирӗн те, чӑвашсен. Мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ унта хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем Олимп вӑййине 1904 ҫулта хутшӑнма тытӑннӑ-ха, СССР команди вара ҫуллахи вӑййа чӑвашсем вара пуҫласа 1952 ҫулта, хӗллехине 1956 ҫулта хутшӑннӑ. 1952 ҫулта чӑвашсенчен унта А. Игнатьев хутшӑннӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан хутшӑннӑ чух вӑл унтан 400 метра чупассипе ӑмӑртса бронза медальпе таврӑнать.

Олимп вӑййин пӗрремӗш чемпионӗ ята 1968 ҫулта В. Соколов боксер тивӗҫет. Тепӗр тӑватӑ ҫултан чемпион ятне В. Ярды велочупуҫӑ тивӗҫет. Шӑп та лӑп 20 ҫул иртсен, 1992-мӗшӗнче, Чӑваш Енрен тепӗр чемпион тухать: вӑл — В. Егорова ҫӑмӑл атлетка. 1996 ҫулта Е. Николаева ҫӑмӑл атлетка чемпион пула тӑрать.

1952 ҫултан тытӑнса Чӑваш Енри 32 спорстмен Олимп вӑййинче бокс, баскетбол, ӑвӑсса ишессипе, велчупупа, маунтинбайк енӗпе, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе, йывӑр тата ҫӑмӑл атлетикӑпа, ухӑран тата пульӑпа перессипе, биатлонпа, йӗлтӗрпе тупӑшассипе тата ытти хӑш-пӗр енпе кӗрешӗве тухнӑ. Вӗсем 7 ылтӑн, 4-шар кӗмӗлпе бронза медале тивӗҫнӗ тесе хыпарлать республикӑн Спорт министерстви.

#спорт, #олимп вӑййисем

 

Комментари:

Agabazar // 7492.8.8364
2014.01.21 23:40
Agabazar
Хисеплĕ сайт вулаканĕсем, пĕр ыйту пама ирĕк парсамăр.

Икĕ Олимпиадăра çĕнтерме пултарнă чăваш пур. Кам вăл?

Никам та хуравлаймасан хамăнах пĕлтерме тивет.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.22 18:58
Хăçан пĕлтерен?
Agabazar // 1261.69.4223
2014.01.22 21:27
Agabazar
Икĕ Олимпиадăра çĕнтерме пултарса икĕ ылтăн медаль илме пултарнă чăваш вăл —Светлана Михайловна Чиркова-Лозовая. http://fenixclub.com/index.php?showtopic=153531
Agabazar // 1055.56.7759
2014.01.23 14:48
Agabazar
Эх-ха-хай, ырă çыннăмăр Эверкки çакнашкал мухтавлă та кăмăллă чăваша асăнма манса кайнă... http://cv.wikipedia.org/wiki/Чиркова-Лозовая_Светлана_Михайловна
Давид // 1345.71.9247
2014.09.29 18:08
Ăста çынна пурте юратаçсĕ.Пӳлĕмре таса та çута.Кĕтӳ яла кĕрсен хĕрарăмсем ĕне сума хатерленеççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем