Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш халӑх сайчӗ Фёдор Мадуровпа Тимерша Алмантая ҫулталӑк ҫыннисен шутне кӗртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.01.2014 15:05 | 1324 хут пӑхнӑ
Персона

Эпир пӗрремеш хут ҫулталӑк ҫыннине суйласа пӑхас терӗмӗр. Ку ӗҫ пирӗншӗн ҫӗнӗ пулнӑран вӑл тӗп-тӗрӗс пулнине шутламастпӑр та. Ара хӑшӗсем, мала тухас тесе епле кӑна майсем шырамарӗҫ пуль. Чи пахи пирӗншӗн — пирӗн сайт пирки унччен илтмен нумай-нумай ҫын пӗлчӗ. Вӑл хыпара пурӗ 1200 патнелле пӑхни те хӑйне майлӑ рекорд пулчӗ ӗнтӗ.

Ку сасӑлава эпир вӑйӑ евӗр хаклатпӑр пулин те ӑна пӗтӗмлетмеллех. Ун умӗн эпир хӑш-пӗр сасӑсене пӑрахӑҫларӑмӑр — ют патшалӑхран килнисене тата пӗр вырӑнтанах сасӑлани уҫӑмлӑн курӑннисене. Мӗнле сӑлтава пула пӑрахӑҫланине, тата хӑшне шута илменнине эсир кунта тупма пултаратӑр (каярахпа вӑл страница ҫухалӗ!).

Чи сумлӑ ӗҫсем (пӗрремӗш вырӑн) шутне пирӗн сайт хӑнисем Атӑлҫи Пӑлхара ҫавӑрса илнӗренпе 777 ҫул ҫитнине палӑртнине, чӑваш тӗнӗшӗн кӗрешнине (Фёдор Мадуров) тата Сӑвар хулашӗн таврашӗнче «Ырӑ ту» чул вырнаҫтарнине (Тимерша Алмантай) кӗртеҫҫӗ. Юрӑхсӑр сасӑсене кӑларса пенӗ хыҫҫӑн вӗсемшӗн 77 сасӑшар пухӑнчӗ. Чӑннипе вара Фёдор Мадурова асӑнмалла ӗнтӗ — Алмантайшӑн сасӑлани хушшинче пӗр ҫынах 4-5 хут сасӑлани татах та юлчӗ-ха. Вӗсене ҫӗр процентпа иккӗмӗш хут сасӑланӑ тесе уйӑрма хӗн те — хӑвартӑм.

Сумлӑ ӗҫсем (иккӗмӗш вырӑн) тунӑ тесе ЧНК-ан чӑвашла сайтне йӗркелесе янине (Валерий Клементьев, 52 сасӑ) тата чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе айӑпланма тивнине (Илле Иванов, 39 сасӑ) уйӑрчӗҫ.

Мухтава тивӗҫлӗ ӗҫсем хушшинче (виҫҫӗмӗш вырӑн) ЧНК Президенчӗн вырӑнне йышӑнма пултарнине (Николай Угаслов, 34 сасӑ), хӑй укҫипе Тури Хурасанти ял клубне юсанине (Надежда Афанасьева, 28 сасӑ), «Хавал» уйлӑха ирттернине, «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке кӑларнине (Александр Блинов, 23 сасӑ) тата «Асамат & Шевле» журнала кӑларма пуҫланине (Владислав Николаев, 23 сасӑ) палӑртрӗҫ.

Юрӑхсӑр сасӑсене шута илмен хыҫҫӑн Эдуард Фоминӑн 21 сасӑ, Вячеслав Эткерӗн 20 сасӑ, Михаил Игнатьевӑн 20 сасӑ, Валерий Туркайӑн 15 сасӑ, Артём Федоринчикӑн 13 сасӑ, Бюлент Байрамӑн 12 сасӑ, Иосиф Трерӑн 11 сасӑ юлчӗ. Ыттисен вуннӑран та сахалрах.

Пирӗн сайт хӑнисем уйрӑмах Хосе Асебильо тата Владислав Скуратовӑн ӗҫӗсене хакласах каймаҫҫӗ иккен — вӗсем пурӗ те 1–2 сасӑ ҫеҫ пухайрӗҫ.

#сасӑлавсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем