Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Вӗренӳ: Мӑрат шкулӗ те кӗҫех 100 ҫулхи юбилейне уявлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.12.2013 23:59 | 1958 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Мӑрат шкулӗ
Мӑрат шкулӗ

Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла.

Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ.

Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур. Шкул вулавӑшӗнче 3500 ытла вӗренӳ кӗнеки, 11 пине яхӑн илемлӗ литература, 2 пин ытла меслетлӗх кӗнекисем.

Шел те, Тукай ял тӑрӑхӗн сайчӗ, уява хӑҫан палӑртасси пирки пӗлтермест. Ҫавах та, енчен те эсир унта кайса килес шухӑшлӑ пулсан, вӗсен сайтне кӗрсе пӑхкалӑр — тен, кунне калӗҫ те.

#Комсомольски районӗ, #шкулсем, #юбилейсем, #Мӑрат, #Куславкка районӗ, #Энтри Пасар, #Шурут, #Кармал, #Тукай, #Тукай ял тӑрӑхӗ

 

Комментари:

Migulaj // 2084.00.6830
2013.12.20 09:28
Ку шкулта та чăвашла çырма пĕлмеççĕ пулмалла, мĕншĕн тесен сăнӳкерчĕкре ют чĕлхепе çырнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем