Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикинче юр, пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ.
Паян каҫхине республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ районӗсенче юр ҫума тытӑнӗ. Шупашкар хулинче юр паян 21 сехет хыҫҫӑн ҫума пуҫлӗ. Ҫур ҫӗр хыҫҫӑн тата вӑйлӑрах ҫӑвӗ, хура ҫӗр шуралӗ. Анчах ҫулсем шуҫлак пулма пултарӗҫ.
Ир енне йывӑҫ турачӗсем те пӑрланӗҫ. Шупашкар хулинче пӑрлӑ ҫумӑр ыран ирхи 8-10 сехетсенче ҫӑвӗ. Ҫитменнине, кӑнтӑр-тухӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Сунчӑк та пулӑшмӗ – йӗпенмен тумтир тӑхӑнсан аванрах.
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн термометр 0-рен ытларах кӑтартӗ. Ҫавна май пӑрлӑ ҫумӑр мар, ҫумӑр кӑна ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта йӗпхӳ пӗрӗхӗ е тӗтре карса илӗ.
