Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пӗр-пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ е ытти уяв ирттерес тесен сахалтан та 120 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Ҫук-ха, ку вӑл апат-ҫимӗҫшӗн, кафе-ресторана вӑхӑтлӑха арендӑланӑшӑн тата апатшӑн тӳлекен хак мар. Ку тӑкак — уява ертсе пыма чӗннишӗн.
Хаксемпе блогерсем кӑсӑкланнӑ иккен. Тӗрӗссипе, те хака пӗлессишӗн ҫыхӑннӑ, те хайхи-майхи уяв ертӳҫисене рекламӑлас тесе ӳкернӗ.
Халӑх тетелне лекнӗ пӗр видеора хӗрарӑм-блогер уява 5 сехет ертса пыма мӗн хак ларассипе кӑсӑкланнӑҫи пулса икӗ ертӳҫӗ патне шӑнкӑравлать. Пӗрремӗшӗ каланӑ тӑрӑх, ди-джейпа тата аппаратурӑпа пӗрле 120 пин тенке ларнине пӗлтерет. Ҫав шутран 100 пинӗ банкета 5 сехет хушши ертсе пынишӗн тӳлеме тухса каять.
Лайӑх пӗр ӗҫкӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлени нумай-и вӑл, сахал-и — кунта кашни ҫын хӑйне май хаклать ӗнтӗ.
