Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех хӗл ларӗ. Ку эрнере кӑна ӑшӑ, хальлӗхе термометр «плюс» кӑтартать, ҫитес эрнере вара ҫанталӑк сивӗтӗ.
Юнкун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, юр ҫуса лартӗ. Вӑл, ахӑртнех, ҫуркуннеччен те ирӗлмӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр раштавӑн 20-мӗшӗнче кӑна юр хура ҫӗре шуратнӑ.
2024 ҫулта чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хӗл ларнӑ. Ун чухне пӗр талӑкра 15 сантиметр хулӑнӑш юр ӳкнӗ. Анчах хӗл юрлӑ килмен. 2023 ҫулта чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче юр ҫуса лартнӑ.
Раштав уйӑхӗнче ҫанталӑк мӗнле пулассине «Ҫанталӑк 21» сайт чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, юнкун, ҫырса кӑтартма шантарнӑ. Унпа сайтра та паллаштарӑпӑр.
