Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗкри тӗслӗхлӗ вулавӑшра Светлана Гордеева ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ.
Светлана Денисовна — писатель, художник, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ачасене вӑл «Вместе делаем зарядку» кӗнекери савӑсемпе паллаштарнӑ. Асӑннӑ кӗнеке 2025 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. «Книга — это бессмертие» (чӑв. Кӗнеке вӑл — вилӗмсӗрлӗх) пӗтӗм тӗнчери I литература фестивалӗнче (Крым) «Литература для детей» (чӑв. Ачасем валли литература) номинацире ҫӗнтернӗ.
Кӗнекери хӑш-пӗр сӑвва автор хӑй сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Мӗншӗн тесен малтанхи пӗлӗвӗпе вӑл — художник. Хӑна ачасен ыйтӑвӗсене те кӑмалтан хуравланӑ.
Вулавӑша вара писатель кӗнекесем парнеленӗ.
