Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Мочаловсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ.
Николай Федоровичпа Елена Ильиничнӑн историйӗ питӗ романтикӑлла. Вӗсем кино курма кайсан ӑнсӑртран пӗр-пӗрне курнӑ. Кайран вӗсен туслӑхӗ юратӑва куҫнӑ.
Мочаловсем ӗмӗр тӑршшӗпе тӑван ҫӗрӗ ҫинче тӑрӑшнӑ: Николай Федорович совхозра водитель пулнӑ, Елена Ильинична вырӑнти лавккара 40 ҫул вӑй хунӑ.
Паян вӗсен чи пысӑк пуянлӑхӗ – пысӑк та туслӑ ҫемйи. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ вӗсем: пӗр-пӗрне хисеплени, хавхалантарни тата яла юратни.
